Уй-хирте

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.05.2020, 10:48 Просмотров: 264

Кăçал çурхи ĕçсем питĕ ир тытăнчĕç. Пуш уйăхĕнчех техника уй-хире тухрĕ.

Анчах та çанталăк условийĕсене пула ака ĕçĕсем кая юлса пыраççĕ. Час-часах витререн тăкнă пек çумăр çăвать. Çĕр нÿрĕ пулнăран хăшпĕр лаптăксене хурçă утсем пачах та кĕреймеççĕ. Апла пулин те ял хуçалăх организацийĕсенче уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.

– Иртнĕ çул ĕç хăвăртлăхĕ пысăкрахчĕ. Хура çĕре 6600 гектар ытларах шуратса хăварнăччĕ. Çу уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне районти аграрисем çурхи культурăсене 8357 гектар акнă е плана 48 процент пурнăçланă. Тырпул 7158 гектар (55 процент), кукуруза тĕшĕлĕх 550 гектар (78 процент) тата выльăх апачĕлĕх 28 гектар (2,1 процент) акнă. Хĕл хырăмĕ пысăк. Пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксене 225 гектар (30 процент) тата 280 гектар (40 процент) акнă, – терĕ райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ĕçченĕ Анатолий Мураткин.

Район уй-хирĕнче «иккĕмĕш çăкăра» 79 гектар лартнă. Ку вăл планпа палăртнин 24,9 проценчĕ. Çавалкасри фермерăн Александр Аврамовăн хуçалăхĕн çĕрулми пуссинче ĕç вĕçленнĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» кунта 20 гектарпа танлашать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика