Асăрхануллă пулăр! Хăвăра упрăр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.05.2020, 14:36 Просмотров: 278

Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывра 2019 çулта çынсем вăтамран 73 çул та 34 кун пурăнннă. Унччен кунашкалли историре пулман. Пурнăç тапхăрĕ мĕнле улшăнса пынине статистика тата халăх çыравĕ яр уççăн кăтартать.

1897 çулхи пĕрремĕш çырав кăтартăвĕсем тăрăх, Раççей империйĕнче вăтамран 30 çул ытларах кăна пурăннă. (арçынсем 29,4 çул, хĕрарăмсем 31,7 çул). Ку енĕпе çыршыв Хĕвеланăç Европăри çĕршывсенчен тата Америкăран 10–15 çул юлса пынă. Анчах 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче тата 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççейре нумайрах пурăнакансен йышĕ ÿсме пуçланă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи, революци тата граждан вăрçи пурнăç условийĕсене япăхлатнă, çавна пула çынсен пурнăçĕ те иртерех татăлнă. 1920 çултан вара ку кăтарту каллех ÿснĕ. 1926 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ арçынсем вăтамран 40,2 çул, хĕрарăмсем 45,6 çул пурăннине палăртнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланичченех çапла пынă.

1930 çулхи пăтăрмахсем тата Аслă вăрçă арçынсемпе хĕрарăмсен пурнăçне самаях пысăк улшăнусем кĕртнĕ. 1946 çул тĕлне арçынсем хĕрарăмсенчен 9 çул сахалрах пурăнни паллă. Хĕвеланăçри çĕршывсенчен кая юлса пырасси 1960 çулта тин чакнă. 1959 çулти Пĕтĕм Союзри халăх çыравĕ тăрăх, арçынсем вăтамран 63 çул, хĕрарăмсем 71,4 çул пурăннă. Европăра – 67,4 тата 72,5 çул.

Эрех-сăрапа иртĕхнине хирĕç кĕрешес кампани тапхăрĕнче, 1986–1987 çулсенче, РСФСР-ти пурнăç тапхăрĕ унчченхинчен чи пысăкки шутланнă – 70,13 çул. Анчах ун хыççăн тăрук чакса кайнă: 1994 çулта вăл 63,98 çулпа кăна танлашнă. Арçынсем 57,6 çул, хĕрарăмсем 71,2 çул пурăннă.

Пурнăç тапхăрĕн вăхăчĕ 2000 çулсен çурринчен çĕнĕрен ÿсме пуçланă. 2006 çулта 60,4 çулпа танлашнă. 2012 çулта совет тапхăрĕнчи рекордран та иртсе кайнă – 70,24 çула çитнĕ. Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта пурнăç тăршшĕ 72,91 çулпа танлашнă.

2020 çулта вара ку кăтарту 73,87 çула çитме пултарать, тесе шутлаççĕ (арçынсем – 68,87, хĕрарăмсем — 78,66), 2035 çулта 79,1 çулпа танлашма тивĕç.

1994 çулта пирĕн республикăри çынсен пурнăç ÿсĕмĕ, 90-мĕш çултан пуçласа,чи пĕчĕкки шутланнă (64,71). Малалла вăл ÿсме пуçланă, 1998 çулта – 68,72, унтан каллех пĕчĕкленнĕ – 2002 çулта çынсем вăтамран 65,83 çул кăна пурăннă. 2003 çултан пуçласа вара çынсен кун-çулĕ вăрăмланса пынă (2010 тата 2014 çулсемсĕр пуçне). 2012 çул тĕлне вăл 70,31 çула çитнĕ. 2019 çулта пурнăçăн вăтам тапхăрĕ 73,44 çул шутланнă (арçынсен – 67,64, хĕрарăмсен – 79,25).

Раççей статистики сăнанă тăрăх, 2020 çулта республикăра пурăнакансен кун-çулĕ 73,83 çула, 2035 çулта 79,08 çула çитмелле (арçынсен – 74,80, хĕрарăмсен – 83,06). Асăрханă тăрăх, 2035 çул тĕлне хулара тата ялсенче пурăнакансен те кун-çулĕ вăрăмланать. Хуларисен вăтамран 79,76, ялтисен 77, 49 çул пулĕ.

Паллах, халăхсен паянхи йышĕпе тытăмĕ пирки Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ хыççăн кăна пĕлĕпĕр. Малтанрах ăна кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен ирттерме палăртнăччĕ. Эпидемиологи тĕлĕшĕнчен çĕршывра çăмăл мар лару-тăру сиксе тухнăран Раççей статистики çырава 2021 çула куçарма сĕннĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика