Çамрăксемсĕр ял пĕтет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2017, 08:37 Просмотров: 531

Эпир, иртнĕ ĕмĕрте çуралнисем, çĕршыва юрăхлă, вĕренсе ăслă-тăнлă çын пулас, пÿрт-çурт çавăрса, çемье чăмăртаса йышлă ача-пăча ÿстерес, телейлĕ пурнăçпа пурăнас тесе ĕмĕтленнĕ. Пурнăç çăмăлах пулман, анчах таçта кайса нумай укçа тăвас шухăшпа пурăнман. Эпир те кайма пултарнă, анчах килти сусăр аттепе аннене хĕрхенсе ялтах тĕпленсе пурăнас тенĕ. Аттепе анне ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Анне пĕр ĕçрен юлмасăр, вăйне-халне шеллемесĕр бригадăра тăрăшнă. Атте çамрăклах лаша пăхса пурăннă. Уй-хир ĕçне ытларах алă вăйĕпе тунă. Лашапа кăнтăрла ĕçленĕ, каçхине çитерме çÿренĕ. Кирек епле çанталăкра та уйра çĕр каçнă. Çавна пулах атте çамрăклах çĕре кĕчĕ. Колхозра ĕçлекенсем укçа-тенке çулталăкра пĕрре кăна илнĕ, ăна та отчетлă суйлав пухăвĕ хыççăн улăмпа, тырăпа пĕрле панă.

Тĕпрен илсен, ял çыннин сĕтелĕ çинче çĕрулми тата çăкăр пулнă. Анне пасарта услам çу сутса пире валли пĕрер кило пĕремĕк туянса килетчĕ. Ачасем йышлă пулнăран вăл хăвăрт пĕтетчĕ.

Ялти çамрăксемшĕн пĕр савăнăç – клуб пулнă. Эрнере пĕрре е иккĕ кино кăтартатчĕç. Свет çук пирки пĕчĕк генератор ĕçлетчĕ. Кино курма 5 пус та тивĕçмен-çке пире. Ача-пăчан кино курас килнĕ, паллах. Генераторăн бензин кранне вăрттăн хупаттăмăр та тĕттĕмре клуба кĕрсе пытанаттăмăр.

Клубра шашка, шахмат, домино яланах пулнă. Ватти-вĕтти пĕрле выляттăмăр. Çамрăксем концерт, спектакль кăтартачĕç, КВН ирттеретчĕç. Яш-кĕрĕм ташă, юрă, вăйă каçĕсенче савăнатчĕ. Клуб вĕлле пек кĕрлесе кăна тăнă.

Тăхăрвуннăмĕш çулсенче çĕршыв арканнипе пĕрлех колхозсем те саланчĕç. ,не-пăрăва, лашасене, машинăсемпе тракторсене сутса пĕтерчĕç. Ял çыннисем ĕçсĕр тăрса юлчĕç, çамрăксем ĕç шыраса инçе çĕре тухса кайрĕç. Çапла вĕсем çĕр ĕçĕнчен сивĕнчĕç. Акман çĕрсен лаптăкĕ ÿсрĕ. Вырăнта ĕç çуккипе тĕнче тăрăх çÿрекенсем уйăхĕ-уйăхĕпе килти апата çимесĕр, ăшă вырăн çинче çывăрмасăр, çăвăнмасăр тенĕ пек тар тăкаççĕ. Анчах тепĕр чухне укçасăр таврăнакансем те пур. Эпир çамрăк чухне ялта ĕç вĕрсе кăна тăнă.   Çамрăксемсĕр ял пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пĕтсе пырать. Халĕ пирĕн ялта 34 килте анчах пурăнаççĕ. Çав шутран çамрăк çемьесем 7 кăна. Ялти пурнăç малашлăхра лайăхланасса шанас килет.

Василий Иванов.

Тимĕрçкасси. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика