Малашлăх никĕсне паян хываççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.05.2020 13:47 Просмотров: 73

Чăваш ен ертÿлĕхĕн инвестици полити-ки çинчен пуçарнă сăмахне малалла тăсăпăр. Эпир унăн экономика аталанăвне кÿрекен витĕмне хак патăмăр, малтанхи çулсенчи ĕç-хĕле пăхса тухрăмăр, инвестици калăпăшĕ чакнин сăлтавĕсене тупма тăрăшрăмăр.

Паянхи калаçу Чăваш енри хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕсем тата индустри паркĕсем çинчен пулĕ. Шăпах вĕсем республикăра инвестици проекчĕсене пурнăçласси мĕн таран ăнăçлă пулса пынине кăтартаççĕ.

«Канашра туса кăларнă»

Канашран Тăвай еннелле тухса кайнă çĕрте хальхи вăхăтри промышленноç дизайнĕн требованийĕсемпе килĕшÿллĕн туса лартнă пысăк производство корпусĕ тÿрех куç тĕлне лекет. Пĕрре пăхнипех ăнланма пулать: кунта инновацилле продукци кăлараççĕ. «ARKTO» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Светлана Ардентова мĕнпур ĕçе пăрахса экскурсовод пулма килĕшрĕ. Эпир производство участокĕсене пăхса тухрăмăр, бухгалтерие, конструкторсен пÿлĕмне, столовăя, бытовкăсене, туалета кĕрсе куртăмăр. Эпĕ, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ предприятире, çав шутра «Камминз-Кама» Раççей-Америка заводĕнче те, пулса курнăскер, хăюллăнах калама пултаратăп: коммерциллĕ холодильник шкапĕсем кăларакан завод, «ARKTO» пĕрлешÿ Канашра туса лартнăскер, вĕсенчен пĕрре те начар курăнмасть, хăшпĕр енĕпе, тен, лайăхрах та. Предприяти йĕркеленсе кăна пырать-ха, апла пулин те продукцин пĕрремĕш партине ăсатма хатĕрленеççĕ.

– Пирĕн патра ĕçлекенсен шучĕ хальлĕхе 40 çын ытла кăна, – каласа кăтартать Светлана Ардентова. – Пурте тенĕ пекех, темиçе специалистсăр пуçне, ку тăрăхра пурăнакансем. Çитес вăхăтра персонал шутне çĕр çынран ирттересшĕн, мĕншĕн тесен производство аталанса пырать.

Хăшпĕр ĕçченпе, çав шутра специалистсемпе те, калаçма тÿр килчĕ. Вĕсене пĕтĕмпех тивĕçтерет: ĕç те, шалу та. Уйрăмах карантин тапхăрĕнче тупăш чакманшăн кăмăллă вĕсем. Ку вăхăтра ытти предприятипе учрежденире шалăва пур чухне те туллин памаççĕ.

Компани Канаша мĕнле майпа килнĕ-ха? Ку ыйтăва хуравлас тесен хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕсем пирки тĕплĕнрех калаçма тивет.

Историрен

Хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕ – ятарлă экономика зони, инвестицисене явăçтарма туса хунăскер. Кунашкал ĕç-хĕл тĕнчипех сарăлнă. Раççейре пуçласа ун пирки вунă çул каялла, хăшпĕр региона, уйрăмах Инçет Хĕвелтухăçне, аталантарас тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем сиксе тухсан, калаçма пуçланă.

2013 çул вĕçĕнче Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче Инçет Хĕвелтухăçĕнче тата Çĕпĕрте ятарлă территорисен, вĕсене хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕ ят панă, конгломератне туса хума сĕнчĕ. Шăп çулталăкран унăн статусне йĕркелекен уйрăм федераци саккунне йышăннă. Палăртмалла, унччен те Раççейре çăмăллатнă режимра бизнес ĕçне йĕркелесе пымалли территорисем пулнă, ятарлă экономика зонисем, территори аталанăвĕн зонисем, Мускав облаçĕнчи «Сколково», хупă администраци-территори йĕркеленĕвĕсем, тĕслĕхрен, Челябинск-40 е Красноярск-26 евĕрлисем. Вĕсемпе танлаштарсан, хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕсем – чĕртавар мар производство йĕркелеме ятарлă условисемпе, налук çăмăллăхĕсемпе, ансатлатнă администраци ĕç-хĕлĕпе тивĕçтернĕ тата пысăкрах, нумайрах функциллĕ территорисем. Вĕсен тивĕçĕ экономика ÿсĕмĕн вырăнĕ пулса тăрса вăл е ку регионти пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшасси.

Çапла майпа патшалăх хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕсенче хăйсен производствине вырнаçтаракан резидентсене, урăхла каласан, компанисене, пысăк çăмăллăхсем парать. Çакăншăн вĕсенчен хăшпĕр условие пăхăнма ыйтать. Тĕслĕх вырăнне «Канаш» хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорине илер. Унăн кирек хăш резиденчĕн юридици сăпатне реестра кĕртнĕ хыççăнхи пĕрремĕш çулталăкра яланлăх вунă çĕнĕ ĕç вырăнĕнчен кая мар йĕркелемелле. Ку кăна мар. Вĕсен шучĕ çавăн пекех юридици сăпачĕ патĕнче юлашки виçĕ çулта ĕçлекенсен списокĕн вăтам шутĕнчен сахал пулмалла мар. Резидентсен ют çĕршыв çыннисене мĕнпур йышăн 25 процентĕнчен ытларах ĕçе илме юрамасть. Çак требованисене, ăнкарса илме йывăр мар, Канашра хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелес тĕллевпе çирĕплетнĕ.

Хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕсен резиденчĕсен производство сферинче те чарусем пур. Сăмахран, вĕсен акцизлă таварсен производствине, çăмăл автомашинăсемпе мотоциклсемсĕр пуçне, çавăн пекех чĕртавар отраслĕсемпе çыхăннă таварсен производствине е пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессине йĕркелеме, суту-илÿ тума, куçман пурлăхпа çыхăннă операцисем пурнăçлама тата ытти те юрамасть. Çак чарусем вырăнлă, мĕншĕн тесен «Канаш» территорин мĕн тăвас килет çавна тăвакан предприятисен пуххи пулса тăмалла мар, унăн инновацилле продукци кăларакан старт лапамĕ пулмалла. Паян «ARKTO» компани шăпах çак требованисене тивĕçтерет те.

Халĕ мĕн пур?

Нумаях пулмасть, çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Интерфакс» информагентствăна пысăк интервью пачĕ. Калаçу пуçламăшĕнчех вăл экономика аталанăвĕн тĕллевĕсене палăртрĕ. Акă мĕн каларĕ вăл: «Чи малтанах ятарлă экономика ĕç-хĕлĕллĕ территорисем е индустри паркĕсем, агропромышленноç паркĕсем, аталану территорийĕсем йĕркелемелле. Эпир шутланă тăрăх, индустри паркĕсене, агропарксене патшалăх шутĕнчен тăваççĕ. Кунсăр пуçне сахалран та уйрăм çынсен сакăр технопаркĕ пулать».

Олег Алексеевич хăйĕн сăмахне экономика зонисенчен пуçлани ăнсăртран мар. Мĕншĕн тесен ăна, профессионал экономиста тата çĕнĕлле шухăшлакан управленеца, ку сферăри хальхи вăхăтри лару-тăру çырлахтармасть.

...Республикăн унчченхи ертÿлĕхĕн çирĕпленнĕ ĕçĕ-хĕлĕ çапларахчĕ: хăвăртлатнă аталану территорийĕсен презентацийĕсене питĕ чаплă ирттерме пуçларĕç – малтанах пĕр çăмха хĕрлĕ хăю та туянса хунă. Чăваш енĕн интерактивлă картти çинче «ТОСЭР» паллăсемпе республикăри пур хулана тенĕ пекех тата хăшпĕр района паллă туса тухнă. Пĕлтерĕшлĕ сахал мар объект туса лартма тата хальхи вăхăтра ĕçлекен предприятисенче çĕнĕ производствăсем уçма палăртнă. Анчах яланхи пекех чылай япала хут çинче кăна тăрса юлнă. Акă, картта çинче Çĕмĕрле районĕнче «БиоПарк» строительствине, Улатăрта кĕленче производствин заводне паллă тунă. Шел те, паян вĕсем çук. Улатăр предприятийĕн строительствине 70 миллиона яхăн тенкĕ хывнă, анчах кăшкарне кăна хăпартнă, вăл паян çăмăлттайлăха тата ĕç тĕлне пĕлменнине кăтартакан палăк пек тăрать. Кунсăр пуçне, картта çинче Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ таврашĕнчи ăслăлăх-производство тата социаллă тĕллевлĕ комплекс та пур. Анчах Чăваш енри производствăна аталантарас вырăнне компани Тутарстанри «Алабуга» ятарлă экономика зонинче вырнаçнă ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем кăларакан завод строительствине 4,5 миллиард тенкĕ хывнă. Çакă Чăваш ен хушма ĕç вырăнĕсемсĕр тăрса юлнине çеç мар, республика тата вырăнти бюджетсене кĕрекен налуксене çухатнине те кăтартать.

Паян, чăннипе, Чăваш енре «Канаш» аталану территорийĕ пирки çеç татăклă сăмах калама пулать. Тĕрĕссипе, Канаш хули – хăйнеевĕрлĕ муниципалитет, мĕншĕн тесен ăна ку вунăçуллăхра экономикăра пысăк çитĕнÿ тума шăпа тухнă. Пĕрремĕшĕнчен, 2015 çултах ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Монохуласен аталанăвĕн фончĕ хулан социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хăват паракан килĕшÿ çирĕплетнĕ. Чăваш енри тата темиçе хула: Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар, Етĕрне Монохуласен аталанăвĕн фончĕн укçине илме май паракан статуса тивĕçнĕ. Вĕсемпе танлаштарсан, Канашра аталану территорине йĕркеленĕ (Çĕнĕ Шупашкарта, тĕслĕхрен, ăна планлаççĕ кăна-ха), çавăн пекех индустри паркне хута янă. Анчах Чăваш енĕн унчченхи ертÿлĕхĕн явапсăрлăхне пула Канаш чутах фонд укçисĕр тăрса юлатчĕ. Çак ĕçе РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков вăхăтра хутшăнни çеç лару-тăрăва çăлса хăварчĕ.

Чăваш енре паян икĕ индустри паркĕ çеç: Шупашкарта тата Канашра. Çакăн йышши тепĕр паркăн Улатăрта уçăлмалла пулнă, анчах унта халĕ те ĕç вырăнтан тапранман. Канашра та пĕр резидент кăна регистрациленнĕ – «ARKTO» компани. Вăл, Светлана Ардентова каланă тăрăх, чăваш хулине ăнсăртран лекнĕ. Апла пулин те шанчăксăр мар. Олег Николаев профильлĕ ведомствăсене хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорисене аталантарас, регионта индустри тата агропромышленноç паркĕсене йĕркелес тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăнма хушу панă. Çак ĕçĕн çимĕçĕсене вăрах кĕтме тивмĕ – вĕсем курăнма пуçланă та ĕнтĕ.

Алексей КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ