Алкоголь тĕлĕшпе чарусем кĕртнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.05.2020, 13:48 Просмотров: 562

Май уйăхĕн 5-мĕшĕнчен нумай хваттерлĕ çурт-сенче тата вĕсен çумĕнчи территорире вырнаçнă, зал лаптăкĕ 20 тăваткал метртан ытла мар кафесемпе ресторансенче, барсенче алкоголь сутма чаракан саккун вăя кĕнĕ.

Официаллă документа Раççей Президенчĕ апрелĕн 24-мĕшĕнче алă пуснă.

Ку саккуна йышăнни ăнсăртран мар. Ăна нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем тавралли территорире, ача-пăча площадкисенче обществăлла йĕркелĕхе час-часах пăсни çинчен пăшăрханса пĕлтерни, мерăсем йышăнма ыйтни нумай пулнине кура хатĕрленĕ. Саккун çынсен лăпкăлăх тата кану прависене хÿтĕлеме, йĕркене пăснин сăлтавĕсене сирме тивĕçлĕ. Çав вăхăтрах регионти влаçа алкоголе сутассипе хушма чарусем кĕртме те май парĕ.

– Алкогольлĕ шĕвексем «çывăхрах пулни» вĕсене туянма, ĕçме ытларах илĕртет. Кунсăр пуçне, площадкăсенче вылякан ачасем те аслисем урамрах эрех-сăра ĕçнине кураççĕ. Эпир, психиатр-наркологсем, çĕнĕ саккун алкоголь рынокĕнчи асар-писер лару-тăрăва чарасса, халăхра алкоголь психозĕсен шайне, йăлари киревсĕр ĕçсен шутне чакарасса шанатпăр, – саккун пирки хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп наркологĕ Ирина Булыгина.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика