Пулăшушăн савăнатăп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.05.2020, 13:49 Просмотров: 578

Тĕнчипех сарăлнă усал вируса пула пурнăçран уйрăлакансем сахал мар. Ăçтан сиксе тухрĕ-ха ку амак?

Медицина ĕçченĕсем мăшăрĕсене, ачисене курмасăр, çывăрмасăр ырми-канми ĕçлеççĕ. Почтальонсене те çăмăл мар. Килĕрен хаçат-журнал, светшăн, газшăн, çÿп-çапшăн тÿлемелли квитанцисем, пенси укçи валеçмелле. Паянхи кун ватă çынсем килтех, çавăнпа та почта ĕçченĕсенчен коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тÿлесе пама пулăшу ыйтаççĕ.

Тĕслĕхрен, пирĕн ялти Зинаида Кондратьева почтальонка нихăçан та хирĕçлемест. Ватăсене ялан пулăшма тăрăшать. Вăл пиллĕкмĕш çул йĕркеллĕ ĕçлесе пырать. Ватă çынсем ăна чĕререн тав тăваççĕ. Вăл яланах маска, перчетке тăхăнса çÿрет. Ку хăрушă чир ересрен сыхă пулмалла.

 

Иртнĕ эрнере кăнтăрлахи пĕр сехетпе чÿречерен шаккарĕç. Эпĕ сывлăх хавшакрах пулнăран вырăн çинче выртаттăмччĕ.

Ура çине тăтăм. Пăхатăп та – икĕ хĕр тăра парать! «Нина Михайловна, тухăр пирĕн пата, сире валли апат-çимĕç илсе килтĕмĕр», – терĕç.

Мана самаях пысăк пакет алăран тыттарчĕç. Çĕршыв, республика ертÿлĕхĕ ветерансене, инвалидсене пулăшнине çирĕплетрĕç. Ватăсене ырă туни, халăхшăн тăрăшни савăнтарчĕ. Волонтерсемпе Аçăмçырми ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Зоя Иванова та çула тухнă. Ырă ĕç тăвакансене ăшă сăмахсемпе тав турăм.

Нина ПАРАМОНОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика