Пуçлăхра ларнă чух...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.05.2020, 13:49 Просмотров: 256

Районти пĕр ял поселенийĕн ертÿçи пулнă арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçланине хыпарлать республикăри следстви управленийĕ.

Вăл хăй пуçлăхра ларнă вăхăтра должноçри полномочисемпе иртĕхсе усă курса тивĕçсĕр ĕç тунă тесе шутлаççĕ. Саккуна пăснă тĕслĕхе Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕпе Чăваш енри Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç кĕрешессипе тимлекен управленийĕн сотрудникĕсем пĕрле оперативлă ĕçленипе палăртма май килнĕ.

Хальхи вăхăтра следстви ĕçĕсем пыраççĕ, киревсĕр ĕç мĕнле пулса иртнине тишкереççĕ. Çавăн пекех должноçри киревсĕрлĕхсене тума май паракан сăлтавсене палăртса сирессипе те мерăсем йышăнаççĕ.

– Следстви версийĕ тăрăх, 2012 çулхи февральте поселени пуçлăхĕ пулнăскер хуçалăх кĕнекинчен суя выпискăсем саккунсăр майпа хатĕрленĕ. Çак документсем пулăшнипе ун пĕлĕшĕ 2900 тата 6799 тăваткал метршар лаптăклă икĕ çĕр участокне харпăрлăха илнĕ, – пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика