Вăрнарăн манăçми хăнисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.05.2020, 13:50 Просмотров: 590

Андриян ГригорьевичНиколаев тĕнче уçлăхне икĕ хутчен вĕçни, çавăн хыççăн вăл Вăрнар районĕнче икĕ хутчен пулса хуçалăхсен ертÿçисемпе, партипе совет органĕсен ĕçченĕсемпе, рабочи-хресчен йышĕпе туслăн хутшăнса калаçнисем асра юлнă.

Хими заводĕнче вĕсем Семен Матвеевич Ислюковпа пĕрле çÿрерĕç. Республикăра вăтăр çул ытла партипе патшалăх пуçĕнче тăнă С.М.Ислюков (Совмин Председателĕ, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, ЧАССР Аслă Канашĕн президиумĕн пуçлăхĕ) чăваш халăхĕн улăп-паттăрне ывăлĕпе тан юратнă, ку вара космонавт амăшĕпе, тăванĕсемпе, ытти космонавтсемпе ăшшăн курнăçнинчен те уççăн палăратчĕ. Хими заводĕнчи, «Янгорчино» колхозри тĕлпулусене эпĕ хаçатра çырса кăтартнă. Мана пуринчен те ытла Андриян йышлă халăх умĕнче те, хăна сĕтелĕ хушшинче те питĕ вырăнлă сăмахсем тупса çав тери сăпайлăн, пач курнăçланмасăр чăвашла таса калаçма тăрăшни тĕлĕнтернĕччĕ. Космос тени Çĕрпел хушшине чăн чăвашла ăнланулăхпа аннăччĕ! Кун пирки пирĕн хаçатра Андриян юлташĕ Василий Петров та (Туçи Çармăсран) çырса кăтартнă.

Сăнÿкерчĕкре (В.Кожанов): А.Г. Николаевпа Вăрнара килнĕ С.М. Ислюков куçа-куçăн В.И.Романовпа калаçать (Василий Игнатьевич – «Янгорчино» колхоз председателĕ, хыççăнах, хуçалăха ,çлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă 1976 çултанах, райĕçтăвком председателĕ тата партин Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ (1976–1987). Курăнаççĕ: сулахайра – А.С.Малов, КПСС Вăрнар райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ (70-мĕш çулсем)* сылтăмра – С.С.Волков, 1965–1972 çулсенче КПСС Вăрнар райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ, 1973–1976 çулсенче Вăрнар райĕçтăвкомĕн председателĕ.

Михаил ВАСИЛЬЕВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика