Техникăшăн халĕ те тунсăхлать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2017, 08:38 Просмотров: 476

«Ĕмĕр сакки сарлака», тенĕ ваттисем. Чăн та, çын хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕн кăна тÿссе ирттермест-ши, мĕнле тĕрĕслев витĕр тухмасть-ши? Кивьял Нурăсри Леонид Капитонов та пурнăçра темĕн те курнă, апла пулин те иртнĕ вăхăта хурламасть, хуçалăхра тракторпа вăй хунă тапхăра уйрăмах ырăпа аса илет, техникăшăн халĕ те тунсăхлать.

Леонид Александрович 1951 çулта Калинино салинче çуралнă. Ăна, пĕчĕкскере, çут тĕнче парнеленĕ амăшĕ Саратов тăрăхне тухса кайнăран, Кивьял Нурăсри Ольгăпа Анна Капитоновасем хăйсен хÿттине илнĕ. Аппăшĕпе йăмăкĕ ачана юратса пăхнă, мĕншĕн тесен иккĕшĕ те çемье çавăрман пулнă.

– Эпĕ ку яла пĕччен мар, пиччепе килсе çакланнă. Валера манран икĕ çул аслăрахчĕ. Ольгăпа Анна пире юратса пăхатчĕç, апат-çимĕçрен те, çи-пуç енчен те татăк тăратман. Пичче маларах, хыççăн эпĕ шкула çÿреме пуçларăмăр. Хăмăша утаттăмăр. Çумăр çăвать-и, хĕлле çил-тăман вĕçтерет-и, ăна-кăна уяса тăман, шкула васканă. Вĕренес туртăм пысăкчĕ. Иксĕмĕрĕн те çĕршывшăн усăллă çын пулас килетчĕ. Пичче сакăр класс пĕтерсен хулана кайрĕ. Унран икĕ çул кĕçĕнрехскер ялах юлтăм, шкулта пĕлÿ пухрăм. Саккăр хыççăн, техника патне чун туртнăран, Сĕнтĕрвăрринчи училищăна вĕренме кайса кĕтĕм. Икĕ çултан тракторпа çÿреме ирĕк паракан удостоверенине алла илтĕм. Ялти пурнăçа кăмăлланăран Кивьял Нурăса каялла таврăнтăм, – пĕлтерчĕ Леонид Александрович.

Çамрăка тăван хуçалăхра «хурçă ут» шанса панă. Ăсталăха кунсерен туптаса пыма тивнĕ унăн, мĕн пĕлменнине аслăрах юлташĕсенчен ыйтнă. Училищĕри пĕлÿпе çеç малалла каяймăн, практика кăна ĕçе лайăх пĕлме пулăшать. Çакна ăнланнă Л.Капитонов, çавăнпа тракторист ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ыттисенчен вĕренсе алла илсе пынă. Ялти тантăшĕсем пекех, унăн та салтака кайма ят тухнă. Службăна Кавказ тăрăхĕнче ирттернĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа таврăнсан тепĕр хут хуçалăхра тракторист ĕçне пикеннĕ.

– Гусеницăллă трактортан уйрăлман эпĕ. Хирте суха тăвасси киленÿ кÿретчĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек ĕçлеттĕмĕр. Тракторсем кĕр! кĕрленĕ сасă таврана саланса каятчĕ. Гектар хыççăн гектар хыçа хăвараттăмăр – кунĕпе ĕçлесен те ывăннине туйман. Плана тултарассишĕн вăхăта та пăхман, çĕрле те сухалаттăмăр. Халĕ те тепĕр чух тĕлĕкре тракторпа уйра ĕçленине куратăп. Мĕнех калăн, ĕçре чăн-чăн фанат пулнă ĕнтĕ, – терĕ Леонид Александрович.

Хĕле кĕрсен те канăç мĕнне пĕлмен, вăрмантан йывăç турттарнă е тата уйран ферма çывăхне улăм туртнă. Ĕçленине кура укçине те, тырă-улăмне те панă. Арçын тракторпа çирĕм çул хавхаланса ĕçленĕ.

– Ĕлĕкхи техника хальхи йышши мар çав, кĕркуннепе хĕлле кабинăна сивĕ самаях кĕретчĕ. Арканса кайсан урамрах юсаттăмăр. Çаксем сывлăха витĕм кÿчĕç, ÿпке аптратма пуçларĕ, сывлама йывăрланчĕ. Çак сăлтава пула техникăран уйрăлма тиврĕ. Хыççăн строительство бригадине куçрăм. Платник ĕçне хăнăхрăм, кирпĕч хума та вĕрентĕм. Мана 2004 çулта инвалида кăларчĕç. Халь иккĕмĕш ушкăн инваличĕ шутланатăп, çавăнпа килтех вăхăта ирттеретĕп, – сăмаха шутарчĕ Кивьял Нурăс арçынĕ.

1972 çулта Красноармейски районĕнчи Карай ялĕн хĕрĕпе Зоя Парамоновнăпа тĕл пулса паллашнă. Вăл, Канашри медицина училищине пĕтернĕскер, Услапана ĕçлеме килнĕ. Пĕр ватă çын патне пурăнма вырнаçнă. Фельдшер пунктĕнче тимлеме пуçланăскере пĕрре курсах килĕштернĕ каччă.

– Каçхине çамрăксем урамра пуçтарăнаттăмăр. Каччăсемпе хĕрсем йышлăччĕ. Эпĕ купăс калама юрататтăм. Йĕри-тавра ларса тухнăскерсем юрăсем шăрантаратчĕç. Ял хĕрĕсем Зойăна та пĕрле илсе тухатчĕç. Ларма вĕçленсен ăна кил тĕлне çити ăсатса яраттăм. Вăхăта нумай тăсмарăмăр, иксĕмĕр çемье çавăртăмăр. Унтанпа хĕрĕх тăватă çул çитрĕ. Кăлтăксемпе йывăрлăхсене сирсе, çĕнтерсе пынă. Юрату хĕлхемне паянхи кун та сÿнтерместпĕр, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнатпăр. Виçĕ ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине тăратрăмăр. Пурте çемьеллĕ, халĕ хулара пурăнаççĕ. Пире манмаççĕ, килсе пулăшаççĕ, – кăмăллăн калаçрĕ Л.Капитонов.

Мăшăрĕ пурнăçне йăлтах медицинăпа çыхăнтарнă, фельдшерта хĕрĕх çул ытла тăрăшса ĕçленĕ. Капитоновсем 1980 çулта йывăçран тунă çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнă.

Капитоновсем ĕçченлĕхĕпе ял-йышра хисепе тивĕçнĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.        

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика