Çителĕксĕрри те, нумаййи те япăх...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2017, 08:39 Просмотров: 544

 «Хур тислĕке хулăн – пулмĕ кĕлет пушă», – каларăш паянхи куншăн епле çивĕч! Ял  хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пулăхлăхĕ вырăн-вырăнпа чакса кайни çапла калама хистет.   Тĕп сăлтавĕ – çĕре  органика им-çамĕ çителĕксĕр сапни е пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелеменни. Çапла пĕтĕмлетет Россельхознадзор пĕлтĕр Раççейĕпех ирттернĕ тĕпчевсем хыççăн.

Тепĕр тесен, çапма пĕлмен пушă хамăра лекме пултарнăн, ытлашши им-çамлани е çак ĕçре  йĕркене пăхăнманни  усси вырăнне сиен кÿнĕ тĕслĕх сахал мар. Раççейре усă курнă хыççăн пестицидсем  çĕрте ытлашшипех юлнă 417 гектара шута илнĕ пĕлтĕр.

Пулăхлăх йăлари хытă, çавăн пекех кайăк-кĕшĕк каяшне тата ытти сăлтавсене пула та палăрмаллах чакать. Пĕлтĕрхи лаборатори тĕпчевĕсем Раççейĕпе 31 пин гектар çинче йывăр металсен тăварĕсем виçерен пысăкрах пулнине çирĕплетнĕ, çав шутра мышьяк та. Нитратсен шайĕ ытлашши пулнă 2,9 пин гектар тупса палăртнă. Бенз(а)пирен виçи нормăран ирттерни 1,2 пин гектар çинче палăрнă.  Микробиологи (бактерисем калăпăшне шута илесси, çав шутра гельминтсем те) тĕпчевĕсем 8,5 пин гектар нормăпа килĕшсе тăманнине çирĕплетнĕ.

Пулăхлăха тавăрассишĕн кĕрешме тивет Чăваш енре те. Пĕр, 2016-мĕш, çул хушшинче кăна Россельхознадзор специалисчĕсем республикăра 1,3 гектар шар курнине çирĕплетнĕ. Калăпăр, пĕлтĕр Етĕрне районĕнче пĕр обществăн çĕрĕ  йывăр металсене тата нитратсене пула  юрăхсăрланнине. Унта тислĕк тăкнă пулнă. Шупашкар районĕнчи тепĕр общество вара тăпрана тимĕр-бетон юлашкийĕпе хутăштарса ярса япăхлатнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнче керамика ванчăкĕсене пула çĕрпе тĕллевлĕн усă курма май пулман.

Сăмах май, Элĕк тăрăхĕ кăçал та калаçтарать. Пĕлтĕр пĕр хуçалăх пулăхлă тăпрана кирпĕчпе тата бетон плитасемпе пахалăхсăрлатнине уçăмлатнăччĕ. Çĕрпе киревсĕр хăтланнăшăн  ытти çĕрти пекех унта  та явап тыттарнă. Кунсăр пуçне йĕркесĕрлĕхе пĕтерме ыйтса пур çĕрте те представленисем хăварнă.

Кăçал ку енре 6 гектара яхăн сарăлса выртакан çÿп-çап айĕнчи тата çывăхĕнчи çĕре лабораторире тĕпчеттернĕ те ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем пĕтсе пыни палăрнă:  бенз(а)пирен, йывăр металсен тăварĕсем, хура тăхлан, цинк виçи нормăран самай нумайрах.

Шупашкар районĕнчи кăçалхи тепĕр тĕслĕхе аса илмесĕр те май çук. Управление Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен килнĕ çырура Шупашкар çыннин обращенине пăхса тухса хурав пама ыйтнă. Мĕн хумхантарать-ха  çыру авторне? Кайăк-кĕшĕк каяшне пула тавралăх кăна мар, Ассакасси çывăхĕнче пурăнакан çынсем те хĕн кураççĕ-мĕн. Автор ахальтен çырмасть, чăн та. Лабораторире тĕпчеттернĕ çĕрте цинкăн йывăр металĕсен виçи нормăран иртни палăрнă. Пĕтĕмпе  12 гектар япăхланнă. Сăмах май, ку хутĕнче те çĕре имçамласшăн çеç пулнă.

 Чăн та, нумай чухне çынсен ыйтăвĕсем пушă вырăнта çуралмаççĕ. Кăçал ытларах  çĕрпе тĕллевсĕр усă курни пирки   çыраççĕ. Сăмахран – çум курăк ÿссе кайнă лаптăксем çинчен. Кăçал кунашкал çырусем Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Улатăр районĕсен çыннисенчен пулчĕç. Канаш, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар, Куславкка, Елчĕк тата ытти район çыннисене те çĕрпе çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ. Шĕвĕ тислĕкпе лаптăксене варалани пирки, сăмахран, темиçе районтан та пĕлтерчĕç. Çум тапса тухнă, темиçе çул таранах усă курман  лаптăксене тĕрĕслеме ыйтаççĕ район администрацийĕсем те. Сăмахран,  Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Элĕк, Канаш, Улатăр тата ытти районсенчен. Пĕр çыру та тимлĕхсĕр юлман. Айăплисене явап тыттарнă тата çитменлĕхсене пĕтерме ыйтса представленисем хатĕрленĕ.

Н.Васильева,

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика