Судра тавлашас мар тесен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2017, 08:39 Просмотров: 459

çĕр чиккине вăхăтра палăртмалла

Республикăра пурăнакансем çĕр ыйтăвĕпе суд тавлашăвĕ патне çитни нумай чухне çĕр лаптăкĕсен чиккисене юридици тĕлĕшĕнчен палăртманнипе çыхăннă. Ку ĕçĕн кирлĕлĕхĕ тата йĕрки пирки Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн Вăрнарти пайĕн пуçлăхĕпе Людмила АНАНЬЕВАПА калаçатпăр.

– Людмила Валерияновна, калăпăр, çыннăн çĕр лаптăкĕн правин докуменчĕсем пур, ун чиккисене вара палăртман – çакă çĕр хуçишĕн мĕнле çаврăнса тухма пултарать-ха?

– Куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнче (ЕГРН) çĕр лаптăкĕн чиккисем çинчен калакан сведенисем пулманни ун хуçисемшĕн тавлашупа, судпа вĕçленме пултарать. Çавăн пекех вĕсем çын çĕрĕ çине е кÿршисем ун çĕрĕ çине кĕрсе кайма пултараççĕ. Чикĕсене палăртни вара çакнашкал кăмăлсăр япаласенчен хăтарать.

– Чикĕсене палăртманнипе судра тавлашнă тĕслĕхсем чылай тĕл пулаççĕ-и?

– Тăтăшах. Нумайăшĕ çĕр лаптăкне «дача амнистийĕпе» харпăрлăха куçарнă чухне межевани туман пулсан та çĕр чиккине те палăртаççĕ тесе шутлать. Нумай чухне тавлашуллă лару-тăру харпăрлăхçăсем-кÿршĕсем улшăнсан сиксе тухать. Сăмахран, еткерлĕхпе асламăшĕнчен куçнă лаптăкра мăнукĕсем пысăк строительство ĕçĕсем пуçлаççĕ. Хÿмесене куçараççĕ, çурт патне пыракан çулсене асфальтлаççĕ. Шăпах çакăн пек чухне вĕсем кÿршĕсен е обществăлла çĕр çине кĕрсе каяççĕ те. Тавлашу суда çитсен вара судья чи малтанах çĕр лаптăкне межевани тунине пăхать. Ку документ çук пулсан кам камăн çĕрне ярса илнине ĕнентерме йывăртарах.

– Тавлашăва суда çитермесĕр уçăмлатма май пур-и?

– Чикĕсене палăртнă пулсан тавлашăва судсăрах сирме пулать. Кун пек чухне Росреестр управленийĕн территорири çĕр асăрхавĕн инженерĕсене чĕнсе илмелле. Енчен те вăл кÿршĕсен çĕрне саккунсăр ярса илнине палăртсан лаптăка тавăрма хушаççĕ, штраф хураççĕ. Ун виçи пĕчĕк мар – 5 пин тенкĕрен тытăнать.

– Эппин, çĕр лаптăкĕсен чиккисене уйăрни чи пахи?

– Çаплах. Ку питĕ кирлĕ ĕç. Чикĕсене уйăрма кадастр инженерне чĕнсе илмелле. Вăл пĕтĕмĕшле лаптăка тата чикĕ координачĕсене палăртĕ. Ĕç, паллах, тÿлевлĕ.

Межевани çĕр лаптăкĕпе çыхăннă мĕнпур информацие тишкерме хистет. Тĕп услови – кÿршĕсемпе юнашар вырнаçнă лаптăксен чиккисене шутласа палăртасси. Килĕшÿ актне кадастр инженерĕ çырать.

Çавăн пекех лаптăкăн геодези вырăнне ÿкереççĕ. Мĕнпур даннăй тăрăх межевани планне хатĕрлеççĕ.

Çакăн хыççăн çĕр чиккисем çинчен сведенисене патшалăх реестрне кĕртме МФЦра куçман пурлăх объектне патшалăх кадастр учетне илесси пирки заявлени çырмалла.

– Калаçушăн тав.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика