Саккуна пăхăнманшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2020, 11:09 Просмотров: 298

Вăрнар район прокуратури «Чувашкабельмет» акционерсен хупă обществи ĕç сыхлавĕн саккунĕсем ыйтнине уяманнине палăртнă.

Тĕрĕслевре курăннă тăрăх, предприятире сиенлĕ условисенче ĕçлекен работниксем обязательнăй майпа психиатри тишкерĕвне тухассине тивĕçтермен. Çакă Раççей Ĕç кодексĕн требованийĕсене пăсни шутланать.   

Саккун хушать пулин те, ку обществăра грузсене ăçта вырнаçтарнине, иртме çулсемпе транспорт кĕмелли çулсен виçисене кăтартакан технологи карттисем те  пулман. Унсăр пуçне, цех территорийĕнче баллонсене сыхланмалли витĕсĕрех упранă тата грузсене çаклатмалли çекĕллĕ, сыхланмалли çăрасăр хатĕрсемпе усă курнă.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх «Чувашкабельмет» общество тата ун директорĕ тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 5.27.1-мĕш статйин 1-мĕш тата 3-мĕш пайĕсемпе икшер административлă ĕç пуçарнă. Вĕсене пăхса тухнă май Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕç инспекцийĕн йышăнăвĕсемпе «Чувашкабельмет» акционерсен хупă обществине тата пуçлăхне административлă явап тыттарнă: асăрхаттару панă тата штаф хунă. Ертÿçĕне 15 пин тенкĕ, «Чувашкабельмет» обществăна вара 110 пин тенкĕ тÿлеттерме йышăнннă. 

Çавăн пекех район прокуратури общество директорĕ ячĕпе представлени янă. Прокуратура мерăсем йышăннă хыççăн саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтернĕ.

Вăрнар район прокуратури.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика