Уява – халăхпа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2017, 08:39 Просмотров: 590

Халăх пĕрлĕхĕн кунне (чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче) республикăра çулсерен анлă палăртаççĕ. Кăçал та вăл тĕрлĕ мероприятипе пуян пулмалла.

Хĕрлĕ тÿремри «Эпир – пĕрлĕхлĕ» митинг-концерт çĕр-çĕр çынна пуçтарĕ. Шупашкарти Туслăх çуртĕнче çак кун наци культурисен «Раççей халăхĕсен – пĕрлĕхлĕ çемйи» республикăри IV фестивалĕ иртĕ. Кунтах Чăваш енри наци культура пĕрлĕхĕсем йĕркеленĕ куравра ал ăстисен ĕçĕпе, халăхсен апат-çимĕçĕпе паллашма май пулĕ. Наци ыйтăвĕпе «çавра сĕтел» йĕркелĕç.

Чăваш ен Пĕтĕм Раççейри «Искусство каçĕ – 2017» акцие хутшăнĕ. Кăçал вăл «Искусство пĕрлештерет» девизпа иртет.

Вăрнар районĕнче те Халăх пĕрлĕхĕн кунне анлă паллă тăваççĕ.  Кашни культура учрежденийĕнче тĕрлĕ мероприяти иртĕ. Паян районти культура çуртĕнче çамрăксем валли «Юрататăп сана, манăн Раççей» ятпа тематикăллă программа пулать. 14 сехетре пуçланать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика