Ветеран асаилĕвĕ хаклă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2020, 11:11 Просмотров: 1277

Кушлавăш библиотекинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем каласа панине çырса илнисем пур.

Ку çырăва редакцие библиотека ĕçченĕ Ирина Анатольевна Антонова илсе килчĕ. Асаилÿсене тĕллевлĕ куравсене вырнаçтарнине пĕлтерчĕ. Вĕсемпе ачасем те кăсăкланса паллашаççĕ.

Пĕр асаилĕве вулакансене сĕнетпĕр:

«Эпĕ Николай Евдокимович Евдокимов, 1925 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Хураçырмара çуралнă. Ялти шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Калининăри педучилищĕре виçĕ çул вĕрентĕм.

Çав çулах Кушлавăшри тулли мар вăтам шкулта учительте тимлеме тытăнтăм. 1943 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче мана çара каймалли çинчен пĕлтерчĕç. Ун чухне военкомат телефонограмма панă, ял Советĕнче дежурствăра тăнă исполнительсем кирлĕ çĕре хыпарланă. Вăрнартан пире январĕн 13-мĕшĕнче илсе кайрĕç. Манпа пĕрле çывăхри ялсенчен те çынсем пур: Сергей Николаевич Николаев – Ершепуçĕнчен, Анатолий Алексеевич Быков – Отиккăвăран, Александр Николаевич Машинов тата Николай Иванович Иванов – Кÿстÿмĕртен, Яков Леонтьевич Леонтьев – Çĕн Мĕлĕшрен, Михаил Семенович Семенов – Кив Мĕлĕшрен. Вăрнартан 30 çынна яхăн кайрăмăр. Çĕмĕрлере Улатăр тата Пăрачкав районĕнчи призывниксем хушăнчĕç. Кĕçех Мурома çитрĕмĕр. Унтан пире Александровская Слобода ятлă чиркÿллĕ яла илсе кайрĕç. Вăл Муромран 6–7 çухрăмра, Ока шывĕ хĕрринче, ларать. Çип арлакан фабрика баракĕсенче вырнаçтарчĕç. Апрель вĕçĕнче Арзамас еннелле Венец станцийĕ çывăхĕнчи Сосновка ялне куçарчĕç. Унта пĕр уйăха яхăн вăрмантан вутă кăлартăмăр, хулпуççисем çинче йăтса ансăр чукун çул хĕррине купаларăмăр. Ун хыççăн каллех Мурома тавăрса Александровка ялĕ çывăхĕнчен вăрманти лагере вырнаçтарчĕç. Палаткăсенче пурăнтăмăр. Июньте Иваново облаçĕнчи Шуя хулине куçарчĕç. Малтан «Красные казармы» текен вырăнта пурăнтăмăр. Унтан вăрмана Клещевка текен вырăна илсе кайрĕç. Вăл Теза юханшыв хĕрринчеччĕ. Унта малтан кану çурчĕ пулнă. Çĕрпÿртсенче пурăнтăмăр. 1944 çулхи январь пуçламăшĕнче Ленинграда илсе çитерчĕç, унтан Гатчино хулине. 143-мĕш стрелковăй полк йышĕпе тепĕр ултă кунтан çапăçăва кĕтĕмĕр. Кĕçех мана амантрĕç. Нарва хулинче эрне выртнă хыççăн Ленинград хулинчи 104-мĕш госпитале вырнаçтарчĕç. Суран тÿрленнĕ хыççăн сывалакансен батальонĕнче апрелĕн 10-мĕшĕччен пурăнтăм. Унтан запасри 389-мĕш стрелковăй полк, июльтен гварди 191-мĕш стрелковăй полк йышĕнче çапăçнă. Карелинчен Эстоние тухрăмăр. Тарту хули çывăхĕнче нимĕçсене хăваларăмăр. Таллин еннелле куçса пытăмăр. Ăна ирĕке кăларсан Сааремая утрава илсе çитерчĕç. Пролив урлă тральщиксемпе каçарчĕç. Кайран çуран чылай утрăмăр. Канмасăрах çапăçăва кĕме тиврĕ. Чылайччен оборона тытрăмăр. Октябрĕн 29-мĕшĕнче нимĕçсене Эстонирен хăваласа ятăмăр.

Март уйăхĕнче Латви еннелле çул выртрĕ. Курляндири нимĕçсен группировкипе çапăçăва кĕтĕмĕр. Мартăн 21-мĕшĕнче тăшман пульли иккĕмĕш хут лекрĕ. Медсанбатран самолетпа Елгова хулине илсе çитерчĕç, пĕр вăхăт унта госпитальте выртрăм, кайран Ленинград хулинчи Мечников ячĕпе хисепленекен больницăра сиплентĕм. Снаряд ванчăкĕсене операци туса кăларчĕç.

Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăрçă чарăнни çинчен пĕлтĕмĕр. Больницăри сывăрах çынсем коридора тухса ура! кăшкăрчĕç.

Вăрçă пĕтнĕ хыççăн темиçе çул службăра пултăм...».

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика