Паттăрсем ячĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2020, 11:11 Просмотров: 1260

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитрĕ. Çак паллă кун тĕлне Чăваш кĕнеке издательствинче «Çапла çĕнтертĕмĕр» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ăна В.Н. Алексеевпа В.В.Степанов пухса хатĕрленĕ тата редакциленĕ, художникĕ – Д.В.Литаврин.

Çĕнĕ кăларăма хатĕрленĕ чухне 1968 çулта пичетленсе тухнă «Вăрçăра» кĕнеке пысăк пулăшу кÿнĕ.

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан чăваш писателĕсен йышĕнчен 100 ытла çын фронта кайнă... Тăван литературăра ăсталăхпа та, пултарулăхпа та самай палăрнă М.Данилов-Чалтун, В.Бараев, В.Никитин (Василий Васькин), Е.Еллиев, К.Кольцов, А.Орлов, Хветĕр Çитта, А.Петокки, Н.Пиктемир, М.Ястран, И.Думилин çыравçăсем вăрçăран таврăнайман», – тесе çырать В.Степанов умсăмахра. Çĕнĕ кăларăма Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастаррăн çапăçнă çыравçăсен калавĕсемпе сăввисем кĕнĕ. Фронт пурнăçне вĕсем хăйсен куçĕпе курнă, хайлавĕсене совет салтакĕн паттăрлăхне килес ăрусем пĕлччĕр тесе çырса хăварнă.

Вулакансем Мĕтри Кипек, В.Садай, Хĕветĕр Уяр тата ытти çыравçăсен прозăлла хайлавĕсемпе паллашĕç. К.Кольцов, А.Петокки, Н.Сандров, П.Чичканов тата ыттисен поэзийĕпе хăпартланĕç.

Дарья МОРОЗОВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика