Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2020 11:11 Просмотров: 111

Салтаксем вăрçă хирĕнчен ăсатнă виç кĕтеслĕ çырусем пирĕн килте сахал мар упранса юлнă. Вĕсене атте, аслă пичче, çывăх тăвансем çырнă. Чылай çул иртнĕрен сăмахĕсем те шупкаланнă, хучĕ те хавшанă. Асăрханмасăр тытсан хăвăртах чĕрĕлеççĕ. Хучĕ темĕн тĕсли те пур.

Шутлатăп та, салтаксен ун чухне хучĕ çитмен пулĕ – икĕ енĕпе те, пушă вырăн пачах хăвармасăр, сăмахĕсене хĕссе çырнă. Вăрçă çулĕсенче, паллах, пĕтĕмпех пĕлтерме юраман, çакă патшалăх хăрушсăрлăхĕ шутне кĕнĕ. Салтаксене килти, ялти, колхозри пурнăç ытларах кăсăклантарни палăрать.

Пирĕн атте, Иван Степанов, Вăрнар районĕнчи Уйкас Кипекрен. Пĕрремĕш тĕнче, граждан вăрçисенче ултă çул пулнăскер, 1942 çулхи мартра виççĕмĕш хут хамăр çĕршыва сыхлама тухса кайнă. 48 çулти салтакăн килĕнче мăшăрĕпе пилĕк ачи юлнă. Çав çулхи августра вунсаккăрти аслă ывăлĕ Валериан та – манăн аслă пичче – çар курсанчĕ пулса тăнă. Каярахпа 214-мĕш стрелоксен полкĕнче взвод командирĕ пулса Курск, Орел, Белгород çывăхĕнчи хаяр çапăçусенче тăшмансемпе кĕрешнĕ. Темиçе хутчен çăмăл аманнă. Украинăри Харьков хулине ирĕке кăларнă хыççăн Валериан Иванов кĕçĕн лейтенантăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Яковлевка ялĕнчи ушкăнла вилтăпринчи палăк çинче ытти салтаксен ячĕсем хушшинче унăн та пур.

Аттен шăпи телейлĕрех пулчĕ. Тăшман тавралла çавăрса илнĕ Ленинград хулине хÿтĕлеме хутшăнса йывăрлăхне пайтах тÿснĕ вăл. Çапах та вăрçă чарăнсан çичĕ уйăхран киле таврăнчĕ, колхозра ĕçлерĕ, пире ура çине тăма пулăшрĕ.

Виç кĕтеслĕ çырусене час-часах алла тытса пăхатпăр. Шкул ачисем те вĕсемпе питех те кăсăкланаççĕ.

Вăрçăра пуçне хунă пиччен çырăвĕсем сахал. 1942 çулхи сентябрь вĕçĕнче янине вуласа пăхар-ха: «Талăк çурăра 80 çухрăм утса-чупса Владимир хулине çитрĕмĕр. Галифе, портянка, пилотка пачĕç. Урари ботинка, çири кĕпе килтиех. Хырăм тăранасшăнах мар. Çыру çырма та вăхăт çук». Ку унăн пĕртен-пĕр упранса юлнă çырăвĕ.

Акă, аттен сăмахĕсем: «Сирĕн çыруран колхоз ферминче миçе пăру илнине пĕлсе савăнтăм. Вăрçă чылаях тăсăлмĕ. Тăшмана пурпĕрех çапса аркататпăр. Темле йывăр пулсан та чăтсамăр. Телей пулсан таврăнăп-ха. Çĕнĕ çул ячĕпе 100 г махорка пачĕç. Халь фронтри ĕçсем лайăх пыраççĕ. Кунсерен тăшмана малалла хăвалатпăр. Нумайăшсем тыткăна лекеççĕ. Ăнăçлăх пулсан, çăва тухсан, тен, таврăнăп». Ку 1943 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче çырнăскер.

Тепринче атте çапла ĕмĕтленет: «Савăнăçлă кунсем килеççех». Унти çак сăмахсем те хавхалантарнă пуль пире: «Ачамсем, тăрăшса вĕренĕр. Аннÿ каланине итлĕр. Тăрăшса пурăнăр. Вĕренмен çынна хальхи вăхăтра пурăнма йывăр. Темле пулсан та чăтăр. Тăшмана пурпĕрех çĕнтеретпĕр».

Каярахри çырура атте аслă ывăлĕшĕн кулянни уççăнах палăрать – Валериан пирки чылай вăхăт нимĕн те паллă пулман-çке: «Юмăç калани тĕрĕс мар пуль, пире лăплантарасшăн Валериан вилмен тет ĕнтĕ. Чĕрĕ пулсан ку таранччен çыру çырĕччĕ. Военкомат та вăл вилни пирки ахальтен хыпарлас çук».

Çуркуннехи çырăвĕнче Мăнкуна мĕнле ирттернине, урамра лартса хăварнă йăмрасем епле çитĕннине ыйтса пĕлесшĕн. Килти выльăхсен йышĕ те, анкартинчи ĕçсем те хумхантараççĕ аттене.

«Уйра тырпул мĕнлерех, ĕç кунĕ пуçне мĕн чухлĕ валеçрĕç. Çимелли пĕтсен пĕр сурăхне сутса çăнăх туянăр, унсăрăн вилме пултаратăр. Пирĕн фронтра ĕçсем ăнăçлах пыраççĕ», – пăшăрханать вăл пирĕншĕн.

Тепĕр хаклă хут, акă, алăра. «Илья, кашни валли икшер мăшăр çăпата туса вĕсен çумне такан çыпăçтар, вара урусем ытла йĕпенмĕç. Шыв çинче йĕпенсе ан çÿрĕр, чирлесен сывалма кансĕр», – вĕрентсе калать вăл. Илья пичче ун чух вунтăваттăраччĕ. Унтах атте ывăлĕнчен: «Шăхлич туса сутрăн-и, укçипе мĕн туянасшăн, çăпансенчен сывалтăн-и;», – тесе ыйтать.

Акă, саккăрти Юльăран атте пĕлесшĕн: «Эсĕ сурăхсем пăрулани çинчен çырнă. Анчах миçе путек, така, мĕн тĕслĕ вĕсем, ман йăлтах пĕлес килет». Вунулттăри хĕрне, Тамарăна, çапла ăс-тăн парать: «Халь фермăра пăру пăхатăн иккен. Тăрăшса ĕçле. Çăкăрлă пуласси хăвăртан килет».

1944 çулхи сентябрьти çырăвĕнче: «Вăрман касма ярсан ăшăрах тумланăр. Вăрманта асăрхануллă пулăр. Хаçатсенче çырнă тăрăх, 15–17 çулхисене чукун çул, фабрикăсемпе заводсен тата ремеслă училищисенче вĕрентмелле. Илья, сана унта ярсан ан кулян, вĕренни лайăх», – тесе хыпарлать.

Эх, мăнтарăн салтакĕсем. Нушине виçесĕр чăтма лекнĕ вĕсен. Тăшмансем унтан та кунтан хĕстернĕ, пуç çийĕн пульăсем вĕçĕмсĕр шăхăрнă, снаряд-бомба çурăлнă. Сывлăхĕпе пурнăçне те шеллемен. Шартлама сиввине, йĕпи-сапине, çума-çумăн çапăçакан салтаксем вилĕ выртса юлнине епле чăтса ирттернĕ-ши; Кил, çемье, туссем-тăвансем пилленĕ сăмахсем, халăхпа патшалăх умĕнчи тивĕçе пурнăçлас шухăш вĕсен чĕринче яланах пулнă ĕнтĕ.

Мучин вунсаккăрти хĕрĕ Анна Андрияновна фашистсен самолечĕсем Ленинград хулине сывлăшран тапăнасран сыхлакан полк салтакĕ пулнă. «Ман пурнăç çинчен тĕплĕн çырас пулсан, эсир ăнланас та çук. Маншăн ан кулянăр. Çутă кунсем килĕç-ха», – хавхаланса шăрçаланă вăл 1943 çулхи октябрьте. Киле таврăнсан фронтовика качча тухрĕ, Йĕпреç салинче пурăнса ача-пăча çитĕнтерчĕç. Унăн сăнарĕ те пирĕн асăмра.

Салтак çырăвĕсене вуланă хыççăн Юрий Плотников сăввисемпе Александр Сергеев кĕвĕленĕ «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем» юрă аса килчĕ. Çак юрă 35 çул каялла, Çĕнтерÿ тунăранпа хĕрĕх çул çитнĕ чух, пĕрремĕш хут янăранăччĕ. Унти кашни сăмахĕ ытла та вырăнлă. Ăна итленĕ май иртнĕ вăрçăн вăрăм та йывăр çулĕсем, салтаксен сăнарĕсем тухаççĕ, куçсем шывланаççĕ.

Урăх ан пултăрччĕ тĕнчере тискер вăрçă. Мирлĕ пурнăçшăн, çĕршыв пуянлăхĕшĕн, çамрăк ăрăвăн телейлĕ пуласлăхĕшĕн тăрăшар.

Вениамин ИВАНОВ.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ