Писательсем – кĕтсех тăнă туссемччĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2020, 16:37 Просмотров: 311

Вăрнара писательсемпе журналистсем хытă килĕштеретчĕç. Паллăраххисене, халăх çыравçи ятпа çÿренисене, 60–70-мĕш çулсенче кĕтсе илсе ăсатнисене хам та пĕр вуннăшне ытла пĕлетĕп.

Ку ĕнтĕ, ман шутпа, Вăрнар Чăваш енĕн кăвапи евĕрлĕ центрĕ пулнăран тата халăх ялан кĕтнĕ хаклă хăнасене кунта литература аксакалĕсем – Петĕр Ялгирпе Анатолий Емельянов магнитла туртса илĕртме пĕлнĕрен килнĕ. Тăван тăвана хисеплесси чăвашăн çирĕп йăли-йĕркинче тейĕпĕр.

1971 çулта Вăрнара кĕтмен-шутламан çĕртен писательсен пĕр пухăвĕнчен тепĕр пухăвне – Парижран Шупашкара вĕçнĕ Сергей Михалков персе çитрĕ. Ăна, ахăртнех, яллă чăваш мĕнле пурăннине курмашкăн Анатолий Емельянов чĕнсе тархасланă. Сергей Владимирович ăна тата унăн Мускавра вырăсла тухнă «Разлив Цивиля» кĕнекине ырă сунса вăрăм çула халалланăччĕ. 2-мĕш вăтам шкулта иртнĕ хаваслă-чаплă тĕлпулăва хутшăнма май тупнисем астăваççĕ, паллах. Ачасем С.Михалкова «Дядя Степа», «Дорогой мальчик», «Красный галстук» сăввисемпе кулăшла ăслă юптарăвĕсем тăрăх лайăх пĕлеççĕ. Халăхра унăн «Фитиль» киножурналне питĕ хапăлласа йышăнатчĕç. Вăлах – паян кунчченех кивелмен, пăрахăçлайман Гимн авторĕ. Поэзипе прозăри тата публицистикăри курăмлă-палăрăмлă ĕçĕ-хĕлĕшĕн, çавăнпа пĕрлех, обществăри хастар деятель пулнине хакласа, ăна тăватă хутчен СССР патшалăх премийĕпе, Ленинла преми лауреачĕн ячĕпе тата Социализмла Ĕç Геройĕ ячĕпе чысланине пĕлетпĕр. Мана Герой ывăлĕ – Никита Сергеевич – актер, кинорежиссер – ашшĕ пекех пултаруллă, шутсăрах активлă пулни килĕшет (уйрăмăнах «Бессогон» телекăларăмĕ хăватлă: русофобие, Раççее курайманнисене çивĕччĕн питлет!).

Сăнÿкерчĕкре Сергей Михалковпа юнашар курăнакан Василий Иванович Краснов-Асли çинчен кăштах каласа хăварам. Вăл Вăрнара юлашки хут килсен унăн алçырăвне «Çĕнтерÿ çулĕнче» пичетлеме манăн хатĕрлемелле пулчĕ. Старикпе танăш çынсем пек туслашрăмăр. Вăл хут листинче пĕр çирĕм сăмах çавăрттарать те, предложение пĕрле ларса çыхăнтарма тивет... Пĕр-икĕ çулталăк компартин Тĕп комитечĕн аппаратĕнче туптаннă В.И.Краснов 1929–1930 çулсенче Вăрнарта парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, унтан Нурăсра «Искра» колхоз председателĕ, аслă шкулсене вĕренме ямашкăн хатĕрлекен курс заведующийĕ тата Нурăсри сăрт-тупа хими техникумĕн директорĕ пулнă.

Вăрнар вулаканĕсене Краснов-Аслин «Тăвалла» романĕ (1931,1959) интереслентерме пултарать (унта пирĕн район тăрăхĕпе çыннисем пур). Ытти кĕнекисем: «Ленин çулĕпе» – 1924, «Виçĕ революци» – 1926, «Шуррисемпе çапăçни» – 1929, 1957, «Вутра» – 1932, 1935, «Муравьев пăлхавне аркатни» – 1957, «Эпир çапла ÿсрĕмĕр» – 1961, «Пурнăç шкулĕ» – 1963, «Сÿнми хĕвел» – 1965. Василий Ивановича 1967 çулта Ленин орденĕпе наградăларĕç.

Район хаçачĕ вулакансене Вăрнар – Нурăс тăрăхĕнчен тухнă писательсен произведенийĕсемпе вĕсен юбилейĕсем чухне кăна мар паллаштарнă. 60–70-мĕш çулсенче Мĕтри Кипекĕн калавĕсем чылай пичетленчĕç. «Хитре хĕрарăм» повеçĕ номертен номере тухса пынă май ун тăрăх хаçат редакцинче тата районти тĕп библиотекăра вулакансен конференцине ирттертĕмĕр.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика