Çуралнă кĕтеспе «Çĕнтерÿ çулĕ» çывăхлатать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2020, 16:38 Просмотров: 272

Хаçат – çынсене, тĕрлĕ районсене, регионсене çыхăнтаракан кĕпер. Çакна «Çĕнтерÿ çулĕн» аякра пурăнакан тусĕсем урлă яр уççăн çирĕплетме пулать.

Хамăр районта çуралса ÿснĕ, республикăн, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ ентешсем пирĕн хаçата вулани савăнтарать. Пĕрисем ăна почта урлă çырăнса илеççĕ, теприсем публикацисемпе хаçат сайтĕнче паллашаççĕ.

Елена Давыдовна Петрова та – «Çĕнтерÿ çулĕн» катари тусĕсен йышĕнче. Ăна Туçи Мăратра аван пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Пулмасăр, кунта пурнăçĕн пысăк пайне ирттернĕ-çке вăл! Пĕчĕкрен пилĕк авса ÿснĕ, тар тăкмасăр сĕтел çинче çăкăр пулмассине аван пĕлнĕ. Ачаранах унра пахчаçă туртăмĕ тĕвĕленнĕ – вăл улмуççисене ăста сыпнă. Ашшĕ ку тăрăхри паллă утарçă пулнă, хĕрне те ку ĕçе тĕплĕн тума хăнăхтарнă. Елена Давыдована та утар ĕçне чылай çулне халалланă – К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра тимленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан вырăнти шкулта техперсоналта вăй хунă.

Халĕ вăл 80-ра ĕнтĕ. Ырми-канми, тÿрĕ кăмăллă ĕçĕшĕн хисепе тивĕçнĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята илнĕ. Чун туртăмне хĕрĕпе кĕрÿшĕнче те хывма пултарнă вăл – вĕсем те хурт-хăмăр тытаççĕ.

Пилĕк çул каялла Елена Давыдовнана Наташа мăнукĕ, Етĕрне районĕнчи Çухра ялне качча тухнăскер, хăй патне пурăнма илсе кайнă. Кукамăшĕ ăна та, Михаил Жидков кĕрÿшне те вĕлле хурчĕсем ĕрчетес пархатарлă ĕçе хăнăхтарнă.

Елена Давыдовна, паллах, çуралнă кĕтесшĕн тунсăхлать. Çак кичемлĕхе ăна «Çĕнтерÿ çулĕ» сирме пулăшать. Ăна вăл кашни çур çуллăха сиктермесĕр çырăнса илет. Ватă çын хаçат районпа, тăван ялĕпе чăннипех те çывăхлатнине пытармасть.

– Район хыпарĕсене, республикăри лару-тăрăва пĕлсе тăратăп. Вăрнар хаçатĕнче питĕ маттур журналистсем тимлеççĕ, пурнăçа тĕрлĕ енлĕ çутатаççĕ. Юлашки номерсенче тата С.Уйкасăн «Пурнăç хÿри пăрăнăç» пьесине кăмăлласа вуларăм. «Çĕнтерÿ çулне» чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Тем сăлтава пула темиçе номере вăхăтра çитереймерĕç те чун пушанса юлнăнах туйăнчĕ, – пĕлтерчĕ телефонпа Елена Давыдовна.

«Юратнă Вăрнар районĕн, Çавалкас ял тăрăхĕн, тăван Туçи Мăрат çыннисене пысăк салам! Хаçатпа туслă пулăр – вăл ырра вĕрентет...» – хушса каларĕ вăл.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика