Масарсене кĕме чарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2020, 16:38 Просмотров: 547

Çакна çĕнĕ коронавирус инфекцине республика территорийĕнче сарăлассине пÿлессипе ĕçлекен Оперативлă штаб ларăвĕнче сÿтсе явнă.

Православи уявĕсенче – Çимĕкри асăну шăматкунĕнче тата Çветтуй Троица кунĕнче – масарсене, тĕн йăлисен объекчĕсене кĕме чарнă. «Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кунсенче масар çинче çын йышлă пухăнать, тăванĕсем ытти регионсенчен килеççĕ. Пĕр-пĕрне пĕр савăтранах апат-çимĕçпе, тĕрлĕ шĕвексемпе хăналаççĕ. Масар çинче харпăр хăй гигиенине пăхăнма условисем çук. Çакă коронавирус ерессине ÿстерсе яма пултарать», – пĕлтернĕ Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская.

Республикăн тĕп санитари врачĕн сăмахĕсем тĕрĕс пулнине Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та палăртнă. Вăл çынсене масарсем çине кĕме юраманнине смс-хыпарсемпе пĕлтерме хушнă. Граждансене харпăр хăй, çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшса тĕн объекчĕсене каяс шухăша пăрахăçлама чĕнсе каланă.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Чир парăнма шутламан тапхăрта чару мерисене çирĕп пăхăнăр. Çакă сирĕн сывлăха, пурнăçа çăлма май парĕ...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика