Çĕртме уйăхĕнчен мĕн улшăнчĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.06.2020, 10:06 Просмотров: 826

Социаллă тŸлевсене арестлемеÇÇĔ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей гражданĕсене йывăр лару-тăрура пулăшас тĕллевпе паракан социаллă тÿлевсене суд приставĕсем арестлесрен хÿтĕлеççĕ. Социаллă тĕллевлĕ укçана банк тытăмĕнчех палăртмалла. Граждансене укçа куçаракансен документсенче тупăшăн тивĕçлĕ кодне кăтартмалла, çапла майпа çав нухрата парăм валли яраймĕç.

ĔÇсĔррисен анкетине ШĔМ тата ЗАГС базисем тăрăх тĔрĔслĔÇ. Ку информацие çын ĕçсĕррисен шутне тăнă чухне автомат мелĕпе тĕрĕслĕç. Ятарласа урăх информаци палăртни çиеле тухсан пособи виçине урăхлатма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, ШĔМ даннăйĕсен базинче çын хăй пурăнакан вырăна мар, регистраци вырăнне кăтартни курăнать. ЗАГС базинче ĕçсĕр çыннăн ачисем пирки калани пур, вĕсемшĕн пособи çумне хушса тÿлемелле.

ИрĔк памаÇÇĔ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ятарлă реестра кĕмен организацисене ачасен канăвне тата сывлăхне çирĕплетекен сферăра пулăшу ĕçĕсем кÿме чараçĕ. Йĕркене пăхăнманнисене 500 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ. Çак саккун пĕтĕм ача-пăча лагерьне тата ку енĕпе ĕçлекен уйрăм предпринимательсене пырса тивет.

Ют ÇĔршывсен гражданĔсем валли. Вĕсем çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн гражданлăхне çăмăллатнă йĕркепе илме пултараççĕ. Заявлени панă хыççăн йышăну тумалли вăхăт ултă уйăхран виçĕ уйăх таран чакать. Ку çĕнĕлĕх Раççейре заявлени паракан ют çĕршывсен çыннисене çеç пырса тивет. Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнчен коронавирус сарăлнине пула ют çĕршывсен гражданĕсем валли палăртнă çăмăллăхсене пăрахăçлаççĕ. Тĕслĕхрен, кăçалхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен вĕсем докуменчĕсен (визăсем, пурăнмалли мел) юрăхлăх вăхăчĕ вĕçленнĕ пулсан та Раççейре юлма пултарнă. Çавăн пекех ĕçлемелли ирĕке тата патентсене те тăсмасан пултарнă.

«Банк роумингне» пăрахăÇлаÇÇĔ. Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнчен Раççейре çынсем пĕр банк хушшинче урăх регионти тăванĕсене е пĕлĕшĕсене укçа куçарса панăшăн комисси илмеççĕ. Çакă Раççейри финанс рынокĕнче укçан ирĕклĕ çаврăнăшне тивĕçтерме май парĕ. Çавăн пекех чĕрĕ укçапа çыхăнман тÿлевсене анлăлатма пулăшĕ.

Аса илтеретпĔр: çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа телефон номерĕ тăрăх укçа куçарнăшăн тÿлемелле мар. Пуйăспа кайма билет илнĕ чухне пассажирăн кĕсье телефонĕн номерне ыйтаççĕ. Ку çĕнĕлĕх çу уйăхĕн 3-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Халĕ пассажир автобусĕсемпе троллейбуссен обязательнăй мелпе ГЛОНАСС е ГЛОНАССŸGPS спутник навигацийĕн аппаратури пулмалла. Ку ĕçе çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен туса ĕлкĕрмелле пулнă. Çу уйăхĕнче вăя кĕнĕ тепĕр саккунпа килĕшÿллĕн, пуçламăш классенче вĕренекенсене пурне те кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕр хутчен тÿлевсĕр апат çитерме тивĕç, унта сахалтан та пĕр вĕри блюдо пулмалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика