Вĕсен умĕнче пуçа таятăп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.06.2020, 10:07 Просмотров: 283

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтнĕренпе 75 çул çитнине паллă турăмăр. Çак хаяр та тискер вăрçă кашни çемьене пырса тивнĕ.

Вăрнар тăрăхĕнчи Туçи Çармăс ялĕнчи ман аттен Василий Петрович Петровăн килĕнчен тăваттăн вăрçă хирне тухса кайнă: асатте Петр Игнатьевич Игнатьев, асаттен шăллĕ Александр Игнатьевич Савельев, аттен икĕ аслă пиччĕшĕ Харитон Петрович Петров тата Андриян Петрович Петров.

Асатте, Петр Игнатьевич Игнатьев, 1896 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă пуçлансанах мăшăрне кĕçĕн ачисемпе хăварса нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма тухса кайнă. Тăшман хăрушшăн тапăнса килни нумай совет салтакĕн пурнăçне татнă. Асатте те 1942 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Сталинград çывăхĕнчи хăрушă çапăçура паттăррăн пуçне хунă.

Асаттен шăллĕ Александр Игнатьевич Савельев 1901 çулта çуралнă. 1942 çулта вăл та мăшăрне, ачисене хăварса вăрçа тухса кайнă. Сталинградран пуçласа Япони вăрçи таранах çитнĕ. Малтанах фронтра ыттисемпе тан çапăçнă. Кайран Александр Игнатьевича çăкăр пĕçерме ăста пулнăран пекаре куçарнă. Çакă та, тен, ăна вилĕмрен çăлса хăварнă. Вăрçă пĕтсен, 1945 çулта, тăван киле тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитнĕ. Санюк мучу вăрăм шурă сухаллăччĕ, пыл хурчĕсем тытатчĕ, 1991 çулта çĕре кĕчĕ.

Аттен аслă пиччĕшĕ Харитон Петрович Петров 1923 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Ялти чи ватă çынсенчен пĕри. Вăрçа 18-та тухса каять. Фронтри çулĕ Маньчжури, Хабаровск тăрăхĕнчи Биробиджан хулисенче иртнĕ. Минометчик пулнă. Яппун самурайĕсене хирĕç çапăçнă. Тăван яла вăрçă пĕтсен тепĕр икĕ çултан сержант званипе таврăннă. Авланнă. Мăшăрĕпе 5 ача, виçĕ ывăлпа икĕ хĕр, пăхса çитĕнтернĕ. 65 çул пĕрле килĕштерсе-савăнса пурăнса çирĕп кил-çурт çавăрнă. Паянхи куна унăн 10 мăнук тата 10 кĕçĕн мăнук. Шел, мăшăрĕ иртнĕ çул çĕре кĕчĕ.

Аттен тепĕр пиччĕшĕ Андриян Петрович Петров 1926 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне 15-ри ача пулнă. 1943 çулхи ноябрьте 17 çулхи каччăна çара илнĕ. Вăл Мускав çумĕнчи Люблино хулине лекет. Салтаксене йышăнакан пунктри пĕр самант унăн пурнăç çулне хăйне май çавăрать. Кунта чăваш салтакĕсем нумай пулнă. Красноармейскинчи каччăпа вăй виçмелле кĕрешнĕ вăхăтра ăна пĕр капитан асăрхать. Вăл ман мучуна хайĕнпе кĕрешме сĕнет, анчах та ăна çĕнтерме вăй çитереймест. Хулпуççинчен тытса ырă сăмахсем калать, пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлет. Мучу ашшĕ Сталинград çумĕнчи пĕр хăрушă çапăçура пуçне хуни пирки каласа парать. Капитан ăна хăйĕн патне чĕнет, çапла Андриян Петрович Белорусси тăрăхĕнчи Вильно (Вильнюс) хулине МГБ (НКВД)   полкне лекет. Латви, Литва витĕр тухать. Кенигсберг хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Куншăн ана медальпе наградăлаççĕ. Калининград облаçĕ витĕр тухать. Аслă Çĕнтерĕве Франкфурт хулинче кĕтсе илет. Вăрçă пĕтсен те тепĕр 4 çул ытла диверсантсемпе çапăçма тивет. Нацистсем вăрттăн тапăнса амантни те пулнă. Андриян Петрович тăван яла 1950 çулта çаврăнса çитет. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Шел пулин те, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе нумайччен савăнса пурăнаймарĕ. 2015 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Андриян Петрович пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Асанне Матрена Тимофеева 1900 çулта çуралнă. Йывăр саманана парăнса ларман, килте юлнă кĕçĕн ачисене ура çине тăратса çын тунă. Асатте пирки яланах ырăпа аса илетчĕ. Вилни пирки хут килсен шанчăка çухатмасăр мăшăрне тăван киле таврăнасса кĕтнĕ. Çав хăрушă вăрçă хирне ачисене, юратнă тĕпренчĕкĕсене кăларса ярсан чунĕ мĕнле чăтнă-ши;

Вăрçă ачисен те пурнăçĕ çăмăл пулман. Манăн атте, Василий Петрович Петров, нимĕç фашисчĕсене пула çулталăк çурăра тăлăха юлнă. Çапах та пурнăç йывăр тесе макăрса ларман. Выçăллă-тутăллă пулсан та ĕçленĕ, вĕреннĕ, пахчаçимĕç ÿстернĕ, çемье çавăрнă, кил-çурт хăпартнă. Манăн атте те мăшăрĕпе 6 ача пăхса ÿстернĕ, халĕ мăнуксемпе тата кĕçĕн мăнуксемпе савăнса пурăнать. Кăçал 80 çулхи юбилейне паллă тума ĕмĕтленет.

Вăрçă! Мĕн тери хăрушă сăмах. Паянхи кун та çак сăмах ÿт тăрăх сивĕ чуптарать. Мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татман-ши вăл; Мĕн чухлĕ çын телейне аркатман-ши; Мĕн чухлĕ нуша-терт, асап кăтартман-ши; Вăрçăра пуç хунисем тата çĕнтерÿпе таврăннă салтаксем умĕнче пуçа тайса тав сăмахĕ калатăп! Тавтапуç сире хăвăра шеллемесĕр пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн.

Людмила ФИЛИППОВА.

Канаш районĕнчи Шуркасси ялĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика