Хăйнеевĕрлĕхе кăтартаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.06.2020, 10:11 Просмотров: 256

Кашни тăрăхăн уйрăмлăхне, культурипе историне çутатакан официаллă паллăсене хатĕрлес тесе районта пысăк ĕç иртрĕ. Проектсене ăсталанă хыççăн вĕсене Раççей Федерацийĕн Патшалăх геральдика регистрне кĕртессипе тимленĕ.

Официаллă символсене патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларни çинчен пĕрремĕш документсене вунă пуçлăх – Аçăмçырми, Упнер, Мăн Турхан, Вăрманкас, Калинино, Кульцав, Кĕçĕн Кипек, Çавалкас, Хирпуç тата Çĕрпел ял поселенийĕсен ертÿçисем – алла илнĕ ĕнтĕ.

Каламалла, паллăсене хатĕрленĕ май хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем таврапĕлÿçĕсемпе, ял çыннисемпе пĕрле канашласа-тĕпчесе сахал мар ăшталаннă. Аваллăха «таврăннă» тесен те юрать: тăван тăрăхăн историне шĕкĕлченĕ, кунта пурăнакансем ĕлĕкрен тытса пыракан йăла-йĕркесене тата ĕç-хĕле тĕплĕн тишкернĕ. Урăхла каласан, кашни поселение ыттисенчен уйăрса тăракан пулăмсене, хăйнеевĕрлĕхсене шыраса тупма тăрăшнă. Çакă пĕтĕмпех геральдика паллисен никĕсне хывăннă та. Проектсене ял çыннисен хаклавне те кăларнă: кăмăл пуррисем пурте вĕсем тĕлĕшпе хăйсен шăхăшне пĕлтерме, сĕнÿсем пама пултарнă. Пĕрлехи шухăшсене символсенче палăртассипе паллă художник-геральдистсем Галинăпа Вадим Шипуновсем тимлĕ ĕçленĕ.

Çывăх вăхăтра гербпа ялавсене регистрацилени çинчен свидетельствăсене ытти поселенисем те илмелле.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика