Хаклă информаципе пуян

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.06.2020, 10:12 Просмотров: 825

Кăçалхи çул паллă дата – Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕн – юхăмĕпе иртет. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе 2020-мĕшне Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ тесе палăртнă.

Мухтавлă çак пулăмсене «Çĕнтерÿ çулĕ» те тĕпе хывать. Хаçат страницисенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене халалланă статьясем пичетленсех тăраççĕ.

Хаçат сайтĕнче (putpobedy.ru) те ку енĕпе хаклă информацисем нумай. «Год памяти и славы» баннерта, сăмахран, астăвăмпа çыхăннă официаллă документсемпе, усăллă ссылкăсемпе паллашма май пур. Фронтри тата тылри, оккупациленĕ территорисенчи пулăмсене халалланă информаци блокĕ пуян. Вĕсене йăлтах Астăвăмпа мухтав çулталăкĕн дирекцийĕ хатĕрленĕ.

Хаçатри статьясем те, сайтри информацисем те уйрăмах çамрăк ăрушăн пĕлтерĕшлĕ. Вĕсемпе уроксенче, класс сехечĕсенче, патриотизмла ытти мероприятисенче усă курма май пур.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика