Чăваш ен уява хатĕрленет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.06.2020, 10:12 Просмотров: 319

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисенчен хăшне-пĕрне коронавирус пандемине пула пăрахăçлама тивет, пĕр пайне урăх майпа ирттересшĕн. Вĕсен тепĕр пайне çурла уйăхĕнче, Хула кунне паллă тунă вăхăтра, йĕркелесшĕн.

Уяв ячĕпе пĕрлехи бренд, пĕрлехи каларăш çирĕплетнĕ. Шупашкар хулин тĕп урамĕсенче картина галерейисем йĕркелĕç, унта Чăваш енĕн паллă çыннисем пирки ÿкернĕ ĕçсем пулĕç. Чăваш ен пирки хулăн та хитре кĕнеке, 3 тенкĕлĕх кĕмĕл укçа кăларнă. Мероприятисене онлайн мелпе ирттересшĕн: «Мăнаçлан, Чăваш ен» юрă марафонĕ, «Çĕр пин юрă çĕршывĕнче» онлайн концертсем, «Чăваш ен пирки юрлатпăр» флешмоб, PROЧувашию фотоакци, «Литературăллă Чăваш ен: çĕр çуллăхри чи вуланакан кĕнеке» акци, купăсçăсен конкурсĕ, республика юлташĕсен «Чăваш ене юратса» саламĕсем («Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăнакансен, Раççей театрĕсен тата ыттисен), саламсен халăх марафонĕ. Вĕсене пурне те телекуравпа трансляцилĕç.

Уяв мероприятийĕсене кăçал Шупашкар хулипе пĕрлех Хĕрлĕ Чутай районĕнче те йĕркелеме палăртнă. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче район центрĕнче Çĕнтерÿ лапамне уçасшăн. Унта пысăк экран çирĕплетме планланă, çавна май Мускавра иртекен Çĕнтерÿ парадне шăпах çав лапамра пăхасшăн. Каçхине Шупашкарта реконструкциленĕ Хĕрлĕ тÿрем уçăлĕ. Савăнăçлă мероприятисене халăх хутшăнмĕ, вĕсене телекуравпа тÿрĕ эфирта пăхма май килĕ.

Уяв кунĕсенче Канаш тата Шупашкар хулисенчи Индустри паркĕсенче çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ. Унсăр пуçне Экономикăн аслă канашĕ видеоçыхăну мелĕпе «çавра сĕтел» ирттерĕ, унта ЧР социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явĕç. Ку мероприятие Чăваш наци телекуравĕ тÿрĕ эфира кăларĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççейре Çĕнтерÿ парачĕ пулнăран, Республика кунне паллă тунăран фейерверксен фестивальне ирттересшĕн мар. Уяв салючĕ вара пулать.

Тĕп мероприятисене çурла уйăхне, Шупашкар хулин кунне паллă тунă вăхăта, куçарасшăн. Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Нарспи» мюзикла уçă тÿпе айĕнче кăтартĕç. Çурлан 14–15-мĕшĕсенче классика музыкин фестивальне ирттересшĕн. 16-мĕшĕнче пултарулăх бульварне йĕркелесшĕн.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика