Ĕне усракансене – субсиди

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.06.2020, 10:13 Просмотров: 305

Нумайăшĕ сĕт сутса çемье бюджетне ÿстерет. Паллах, чĕртавар хакĕ уйрăмах çуллахи вăхăтра йÿнелни ял çыннисене хытах пăшăрхантарать.

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитет ертÿçисемпе виçĕмкун ирттернĕ планеркăра Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев килти хушма хуçалăха аталантарассипе тăрăшакансене пулăшмалли çинчен каланă, ĕнесене усранипе пулакан тăкаксене саплаштарма республика бюджетĕнчен субсиди уйăрнине пĕлтернĕ. Картишсене хăтлăх кĕртме уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курас тĕлĕшпе хăшпĕр муниципалитетсем паянхи кун та контракт туман. Çав суммăн пĕр пайне шăпах та ĕне усракансене пулăшма ярĕç. Республика бюджетĕнчен 185 пин тенкĕ уйăрĕç.

Чăваш енри хушма хуçалăх харпăрçисем 56 пин ытла ĕне усраççĕ, субсидие республикăри 22 пин çемье тивĕçĕ. Кăçалхи пилĕк уйăхри кăтартусем тăрăх, Вăрнар районĕнчи мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 7704 ĕне тытни паллă, çав шутра хушма хуçалăхсенче – 4184 пуç. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çирĕплетнĕ тăрăх, пĕр сăвакан ĕнешĕн – 2300 тенкĕ, икĕ выльăхшăн – кашни пуçне – 3300, виçĕ тата ытларах пулсан – кашнишĕн 4300 тенкĕ тÿлеме палăртаççĕ. Заявление ял тăрăхĕн администрацийĕнче йышăнаççĕ. Субсидипе çак уйăх вĕçĕнче тивĕçтерме пуçлаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика