Санарпуç хĕрĕ, Мăньял Хапăс кинĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2020, 10:14 Просмотров: 275

Этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ тылра та, фронтра та хастар пулнă, йывăрлăхсем умĕнче   пуç усман. Ырă ята тивĕçнисенчен пĕри – Елена Николаевна Викторова (Николаева).

Вăл 1922 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Санарпуçĕнче çуралнă. Качча тухсан Мăньял Хапăсра тĕпленнĕ. Пурăннă чух эпĕ унпа тĕл пулса калаçнăччĕ.

Уйра утă çинче ĕçленĕ вăхăтра хĕре вăрçă пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Пиччĕшне фронта ăсатнă хыççăнах кăрлач уйăхĕнче ял Совет председателĕ 20 çулти пикене çар комиссариатне кайма повестка панă. Ялтан тата икĕ хĕр пĕрле фронта тухса кайнă. Вăрçă хыççăн пĕри Санарпуçĕнчех пурăннă, тепри – Шупашкарта.

– Пирĕн эшелон Мускава çитрĕ. Мускав патĕнчи пĕр ялта çар йĕркине – пăшал тытма, пеме, стройпа утма, зенитлă установкăпа ĕçлеме – вĕрентĕмĕр. Пирĕн полкра зенитлă пулемет установкисем пулнă. Эпĕ прожекторпа ĕçлеме хăнăхрăм. Пĕрремĕш хут тăшман самолечĕсене Мускав патĕнчех пенĕ. Вĕсем çĕршывăн тĕп хули çине бомбăсем пăрахма вĕçетчĕç. Каярах пире Смоленск çывăхне, Вязьмăна, куçарчĕç. Ку хулара пĕр йĕркеллĕ çурт та юлман. Хула ишĕлчĕксем айне путнăччĕ. Хула çыннисем, чĕрĕ юлнисем, çырмасенче çĕрпÿртсем чавса пурăннă. Ăшă пултăр тесе улăм, типнĕ курăк хунă. Эпир те хамăра пурăнма çĕрпÿртсем чаврăмăр. Час-часах тревогăсем пулатчĕç: нимĕçсем çав-çавах Мускав çине бомбăсем пăрахма талпăнатчĕç. Эпир вĕсен çулне пÿлеттĕмĕр. Выççине те, сиввине те нумай курнă. Мĕнле чăтса ирттертĕмĕр-ши; 1944 çулта кĕркунне Варшава патне куçарчĕç. Тăхăр уйăх хулана хÿтĕлерĕмĕр. Пирĕн зенитлă батарейăра тăватă установка пулнă: пĕрин патĕнче – вуникĕ салтакчĕ, тепĕр виççĕшĕн тĕлĕнче – ултă салтак. Каласа хăвармалла, улттăшĕ пурте хĕрсемччĕ, пирĕн ушкăнра вара арçынсем те пурччĕ. Хамăрăн отделени командирĕ украинец, батарея командирĕ еврей пулнă. Хĕр-салтаксемпе питĕ туслă пурăнтăмăр.  

Килтен çырусене сайра хутра çеç илнĕ. Тепĕр тесен, алла шур хут тытаканĕ те пулман: пичче – вăрçăра, атте-анне – ватă. Юлташ хĕрсем кăна çыру яратчĕç.

Бомбăсем ÿксе çурăлнă вырăнтан инçех те пулман, анчах эпĕ пĕрре те аманман. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче кăнтăрла пĕр лейтенант килсе вăрçă пĕтни çинчен пĕлтерчĕ. Эпир ку хыпара тем пек кĕтнĕ пулсан та – ĕненмерĕмĕр. Каçпа штабран шăнкăравласа каласан тин çывăрнă çĕртен сиксе тăтăмăр, хамăр пăшалсенчен сывлăшалла пеме пуçларăмăр. Савăнăçăн вĕçĕ-хĕрри çук: кăшкăрашатпăр, пĕр-пĕрне ыталатпăр. Анчах та пирĕншĕн вăрçă чарăнмарĕ-ха. Каçсерен поляксем тапăнма пуçларĕç. Юнашар тăракан батарейăри хĕрсене, арçынсене пурне те тискеррĕн касса тухрĕç. Чее хăйсем: ялтан мар, вăрман енчен тапăнатчĕç. Тепĕр енче – юханшыв. Унсăрăн эпир вĕсем патне кайса пурне те ăса «вĕрентме» пултарнă. Пĕррехинче каллех тапăнчĕç. Эпир окопсене чăмрăмăр. Пĕр хĕрĕ тăван килне çыру çырнă: «Вăрçă пĕтрĕ, кĕçех киле таврăнатпăр...» Анчах та поляксем çыхăну пăралукне татсан ăна юсама çак хĕрпе шофера хушаççĕ. Хĕрĕ: «Мана ан ярăр-ха», – тесе ÿкĕтленĕ. Анчах мĕн тăвăн, приказа пурнăçламаллах. Шел, каялла çул выртман вĕсен, тăшмансен ункинчен чĕрĕ-сывă тухайман, – каласа панăччĕ Елена Викторова.

Вăл çуралнă тăрăха 1945 çулхи утă уйăхĕнче кăна таврăннă. Пиччĕшĕн шăпи те ăраскаллă пулнă, вăл та фронтран килнĕ. Хĕр пĕр уявра чиркĕве кайнă. Тăхăнмалли пулман пирки салтак тумнех уртса янă. Чиркÿре вăл Мăньял Хапăсри Федор Кузьмич Викторовпа паллашнă. Вăл та вăрçăра пулнă. Тепĕр виçĕ уйăхран çамрăксем венчете тăнă. Çавăнтанпа Мăньял Хапăсра пурăнма пуçланă. Кил-çурт çавăрнă. Виçĕ хĕр ÿстернĕ. Мăнукĕсем пур.

– Хаяр вăрçăра çĕнтертĕмĕр, чĕрĕ юлтăмăр, паянхи лайăх пурнăçа куртăмăр, – тенĕччĕ вăл.

«Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медаль Елена Николаевнăшăн чи хакли пулнă.

Документсем упранса юлман пирки фронтовиксене паракан çăмăллăхсемпе Елена Викторова чылайччен усă курайман. Каярахпа мăнукĕсем тăрăшнипе кирлĕ документсене çĕнетнĕ, çăмăллăхсене илме тивĕçнĕ.

Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Елена Николаевна «Самолет» колхозра вăй хунă. Нумай калаçма юратман, çемçе кăмăллă, сăпайлă хĕрарăмччĕ вăл. Фронтовик 2018 çулхи ака уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă.

А.ХАПĂС.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика