Ĕмĕрлĕх мухтав

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2020 10:15 Просмотров: 77

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин нушисемпе суранĕсем кашни килех кĕрсе тухнă. Халăх вĕсене мĕнле чăтса ирттернĕ-ши; Тăван Хурăнсур Çармăс ялне вăрçăри сурансемпе çаврăнса çитнĕ салтаксен кун-çулĕ питех те кĕске пулнă. Фронтра пуç хунисене, мирлĕ пурнăçа çĕнсе илсе килĕсене таврăнса çĕршыва çĕклессишĕн тăрăшнă салтаксене ĕмĕр-ĕмĕрех мухтав!

Захар Александрович Александров Хурăнсур Çармăс ялĕнче 1904 çулта çуралнă. Уравăш Санарĕнче фосфорит шахти уçăлсан чылай çул унта ĕçленĕ. Шахтер-забойщик пулнă. Хĕллехи вăхăтра фосфорит рудине Вăрнара лавсемпе турттарнă, вăл заводра рудана тараса çинче виçсе йышăннă. 1937 çулта ăна ялти суйлав комиссийĕн членĕ пулма çирĕплетнĕ. Çĕршывра ял хуçалăхĕ валли специалистсем хатĕрлес юхăм пуçлансан Шупашкарта инженерсен курсне вĕренсе тухнă. 1940 çулта хĕллехи сивĕ кунсенче Тургай çырминче торф кăларса палăрнă активистсенчен пĕри пулнă. Парти ретне кĕрсен ăна Вăрнарти парти райкомне инструктора куçараççĕ. Вăрçă пуçланнă кун вĕсем пурте райком çуртне пуçтарăннă. Захар Александрович 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре райкомран килне çемйипе сывпуллашма килнĕ. Кайран фронта тухса кайнă.

Нимĕç фашисчĕсемпе Калинин облаçĕнче çапăçăва кĕнĕ. 362-мĕш ятарлă батальон автоматчикĕ шутланнă. 1942 çулта фашистсем Сталинград хули патне çывхарса çитеççĕ. Çурла уйăхĕнче Захар Александровичсен батальонне унти фронта куçараççĕ. Кашни танк çине автоматчиксене лартса малти линине çапăçăва кĕртсе яраççĕ. Хаяр тытăçура тăшман пульли тимĕр каскăна шăтарса унăн пуç шăммине тăрăнса ларать. Йывăр суранланнă салтака Челябинск хулинчи госпитале илсе çитереççĕ. Кунтан тухсан вăл пĕр хушă тăван яла килсе сипленнĕ, хыççăн каллех Хĕрлĕ Çар ретне таврăннă. Резерв фронтĕнче тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă. Нимĕç фашисчĕсене Чехословакие хăваласа çитерсен Захар Александрович каллех малти линипе çапăçăва кĕрет. Ку хутĕнче унăн çывăхĕнче граната ÿксе çурăлать. Тумтирĕ витĕр лекнĕ ванчăксем хырăмне темиçе çĕртен çурса яраççĕ. Питĕ вăйлă контузи пулать. Санитарсем çывăхри эвакогоспитале вăхăтра илсе çитернине пула çеç пурнăçне çăлса хăвараççĕ.

1944 çулта паттăр салтака I степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне парса хисеп тăваççĕ.

Захар Александрович тăван яла сурансемпе таврăннă, апла пулин те тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Ял Советĕнче секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă. Юлташла суд председателĕ тата ирĕклĕ халăх дружинин командирĕ шутланнă. Ялти парторганизацин секретарĕ пулнă. Ку ĕçре тăрăшулăх кăтартнине кура Захар Александровичăн сăнÿкерчĕкĕ Хисеп хăми çинче çакăнса тăма тивĕçнĕ. 1950 çул хыççăн пĕрлештернĕ хуçалăхра халăх контролĕн председателĕн ĕçне йĕркелесе пынă. Юлашки çулсенче – ял хуçалăх продукцине патшалăх валли халăхран пуçтаракан агент. Кунсăр пуçне, Хурăнсур Çармăс масарне тирпейлесе тăнă. Шахмат вăййипе кăсăкланнă. Захар Александровича вăрçă суранĕсем кунсерен нушалантарнă. Вăл тытса пăрахнипе аптранă. Унăн наградисем: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ (1 степень), «Германие çĕнтернĕшĕн» медаль.  

Вăрçă паттăрĕ 1974 çулта ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Ял-йыш ăна Хурăнсур Çармăс масарĕнче чыслăн пытарнă.

Федор КУЗЬМИН.

Хурăнсур Çармăс.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ