Хăваласа çитнĕ... тата чикнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2020, 10:15 Просмотров: 323

Иртнĕ юнкун Услантăр Енĕш ялĕнче ир-ирех тискер хыпар сарăлнă. Пĕр çурт çывăхĕнче ял çыннин вилли выртать-мĕн. Суранĕсем, юн нумай юхтарни – пĕтĕмпех унăн пурнăçне такам ирсĕрле татнине кăтартнă. Преступлени вырăнне Следстви комитечĕн Следстви управленийĕн тата полици сотрудникĕсем килсе çитнĕ, кунта мĕн пулса иртнине хăвăртрах палăртма тăрăшнă. Çын çине çĕçĕ çĕклеме пултарнă арçынна çийĕнчех тупма май килнĕ. Ирсĕрлĕхе ку ялти 59-ти арçын тунă тесе шутлаççĕ. Ăна тытса чарнă ĕнтĕ, çынна вĕлернĕшĕн айăплав тăратнă.

– Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн, июнĕн 3-мĕшĕ умĕнхи каçхине халĕ айăпланакан арçын, ÿсĕрскер, 52-ри пĕлĕшĕ патĕнче «хăнара» пулнă. Кил хуçин унччен укçа çухалнă пирки иккĕшĕ вăрçăнма-харкашма тытăннă. Хайхи хăни ăна темиçе хутчен те хырăмĕнчен çĕçĕпе яшлаттарнă. Аманнăскер çăлăнма хăтланнă: пулăшу ыйтма ку ялтах пурăнакан тăванĕ патне кайма тухнă. Унăн пÿрчĕ патне çывхарнă кăна, «чун илли» ăна хуса çитсе тата темиçе хутчен çĕçĕпе чикнĕ. Пĕтĕмпе 8 хутран кая мар. Çакăн хыççăн йывăр суранланнă арçын текех ура çине тăрайман, – пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ.

Ку преступление тума пултарнă арçын тискер ĕç хыççăнах тарса çухалнă, йĕрке хуралçисем тытса чарсан та хăйĕн айăпне йышăнман. Апла пулин те полицин «Вурнарский» пайĕн оперативлă сотрудникĕсем тата Следстви управленийĕн следователĕсем профессионаллă тата пултаруллă ĕçленипе преступление уçса пама май килнĕ.

«Ял çынни ку тискерлĕхе тунине каярахпа йышăннă. Çĕççе мунча урайĕ айĕнче пытарнине те, юнлă тумтирне пĕрене айне хурса туратсемпе хупланă вырăна та хăех кăтартнă», – тенĕ Следстви управленийĕн официаллă пĕлтерĕвĕнче.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика