Мĕнле ĕçленĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2020, 10:16 Просмотров: 268

Иртнĕ çул патшалăх кадастр учечĕ тата куçман пурлăх прависене регистрацилесси тĕлĕшпе Росреестрăн Чăваш енри управленийĕ 266 пине яхăн ĕç пурнăçланă.

Статистика документсене электронлă майпа тăратасси ÿссе пынине çирĕплетет. Пĕлтĕр ку мелпе 50 пине яхăн заявлени йышăннă. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта вара – 56 пин. Вырăнти Росреестр ертÿçи Екатерина Карпеева пĕлтернĕ тăрăх, çакă нотариуссем тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хастар ĕçленипе, пандеми вăхăтĕнче электронлă тивĕçтерÿсем ÿснипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра кашни кун вăтамран кунашкал 300-е яхăн заявление пăхса тухаççĕ.

Республикăра çавăн пекех эскроу-счетсемпе усă курса строительство ĕçĕсем пурнăçласси те анлă сарăлса пырать. Кăçалхи виçĕ уйăхра çакнашкал яваплăха пая кĕрсе хваттер туянасси пирки 757 килĕшÿ çырнă. Пĕлтĕрхи ку тапхăрта 59 çеç пулнă.

Кăçал ипотекăна регистрацилессин кăтартăвĕсем чакнă. Январь – март уйăхĕсенче ЕГРНа ипотека тĕлĕшпе 5997 запись кĕртнĕ, 2019 çулхи пĕрремĕш кварталта 6445 пулнă.

Çĕр асăрхавне илес пулсан, пĕлтĕр инспекторсем 4756 тĕрĕслев ирттернĕ. 2637 çитменлĕх тупса палăртнă. 90 проценчĕ ытла çĕре хăйсен ирĕкĕпе тытса илнипе тата унпа правасăр усă курнипе çыхăннă. Мерăсем йышăннине пула 1611 çитменлĕхе пĕтернĕ. Хăшĕсен штраф та тÿлеме тивнĕ, ăна пĕтĕмĕшпе 5 млн ытла тенкĕлĕх хунă, 3,5 млн тенкине тÿлесе татнă.

2019 çулта Управлени республика бюджетне 61,2 млн тенкĕлĕх, вырăнти бюджетсене 64,5 млн тенкĕлĕх пуянлатнă.

Кăçалхи виçĕ уйăхра çĕр законодательствине пăхăнни тĕлĕшпе 996 тĕрĕслев пулнă. Ку ĕçе апрель–май уйăхĕсенче чарса лартнă. Тĕрĕслев мероприятийĕсем пĕчĕккĕн вăй илсе пыраççĕ.

«Дача амнистийĕ» пĕтиччен тăхăр уйăх юлчĕ. Екатерина Карпеева пĕлтернĕ тăрăх, ку программăна лекекен объектсене нумайăшне регистрацилемен-ха. Сад тата дача участокĕсен хуçисем ун çăмăллăхне туллин ăнланса çитеймеççĕ курăнать.

Регистраци органĕ карантин вăхăтĕнче те тивĕçтерÿсене вăхăтра кÿнĕ, хăшпĕр тĕслĕхсене виçĕ кунрах татса панă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика