Хăрушлăха пуренлĕ сирмелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2020, 10:17 Просмотров: 311

Раççей Конституцине тÿрлетÿсем кĕртес тĕлĕшпе сасăлава вăхăтра ирттерме çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ чăрмантарчĕ. Усал чир сарăлассине пÿлес тесе, халăха пĕр вырăнта пухма хăрушă тесе йышăнчĕç ун чухне.

Халĕ, пĕтĕм çĕршыври эпидеми лару-тăрăвĕн çивĕчлĕхĕ лăпланнине кура, Владимир Путин Президент Пĕтĕм Раççейри сасăлав июлĕн 1-мĕшĕнче иртессине пĕлтерчĕ. Анчах çакă сисчĕвлĕхе çухатмаллине, хамăра унчченхи, коронавирусчченхи, пек тытмаллине пĕлтермест. «Сасăлава йĕркеленĕ май пирĕншĕн граждансен пурнăçĕпе сывлăхне сыхласси тĕп приоритетра. Коронавирус инфекцине ертес хăрушлăха пуренлĕ сирмелле», – палăртнă Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Элла Памфилова. Вăл сасăлав йĕркелĕвне тĕрлĕ шайра хутшăнакансене пурне те тĕплĕн, темиçе хутчен те тĕрĕслессине пĕлтернĕ. Пĕлме çук, тен, яваплă тапхăр умĕн хăшĕ чирлесе ÿкме те пултарать. Çавăнпа та, кадрсен дефицичĕ тăрук ан туйăнтăр тесен, вырăнти комиссисен резерв йышне асăрхавра тытмалла, тенĕ вăл.

Чăнах та, çынсене пĕр вăхăтра пĕр вырăнта пухăнма паманни тата санитари правилисене кăлтăксăр пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та суйлав комиссийĕсене Роспотребнадзорпа пĕрле çакнашкал пысăк мероприятие эпидемиологи лару-тăрăвне кура мĕнле хăрушсăр ирттермелли сĕнÿсем панă. Элла Памфилова ĕнентернĕ тăрăх, сасăлава хутшăнакансене, ăна йĕркелекенсене, сăнавçăсене пурне те уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсемпе – маскăсемпе, перчеткесемпе, санитайзерсемпе тивĕçтермелле. Участока кĕрес умĕн ÿт температурине тĕрĕслĕç, пÿлĕмсене пĕрмаях ятарлă препаратсемпе тасатса тăрĕç. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ саманта та асăнмалла – кĕрекенсемпе тухакансене пĕр-пĕринчен тĕрлĕ алăксемпе уйăрĕç. Пĕр сехетре 8–12 çынран ытларах сасăламалла мар.

Паянхи лару-тăрăва шута илсе Тĕп суйлав комиссийĕ Пĕтĕм Раççейри сасăлав алгоритмне те анлăлатнă. Сăмахран, июлĕн 1-мĕшĕччен ултă кун, июнĕн 25–30-мĕшĕсенче те, кашниех участока килсе хăйĕн сассине пама пултарать. Çакă çынсен пĕр кунхи юхăмне сайралатма пулăшать. Участоксем çук вырăнсенче пÿлĕм тулашĕнче сасăлассине те ĕçе кĕртесшĕн.

Тĕрлĕ сăлтавпа килтен тухайман граждансен заявлени çырмалла мар, комиссие шăнкăравламалла е ыйтăва волонтерсем урлă, Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче пĕлтермелле. Кун пек чухне комисси сасăлаттарма киле сăнавçăсемпе пĕрле пырать. Сасăлава хутшăнакана ятарлă комплектсăр (бюллетеньпе бланк) пуçне хÿтĕлев маскипе, перчеткепе тата авторучкăпа тивĕçтермелле. Паллах, пурин те çак вăхăтра санитарлă дистанцие уямалла.

Элла Памфилова ăнлантарнă тăрăх, хăшпĕр регионсенче дистанциллĕ электронлă сасăлав мелне те тĕрĕслесе пăхасшăн. Çавăн пекех граждансен Патшалăх порталĕ урлă е суйлав комиссийĕнче заявлени çырса хăйне сасăлама меллĕ участока суйлама юрать.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика