Пирĕн авторсем – писательсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2020, 10:20 Просмотров: 305

Мĕтри Кипекĕн 60–80-мĕш çулсенче çырнă пысăках мар калавĕсем малтан Вăрнар районĕнчи хаçатра пичетленнĕ.

Вулакансем уйрăмăнах унăн «Хитре хĕрарăм», «Ман ывăлăм ăçта;», «Паттăрлăхпа тискерлĕх» повеçĕсене сыпăкăн-сыпăкăн хытă интересленсе кĕтсе тăнă, мĕншĕн тесен вĕсем номертен номере тăсăлнă. Дмитрий Афанасьевич тăван ялне курма килкелесе кайнă чухне хаçат редакцине кĕмесĕр ирттермен. Писательсен ушкăнĕсемпе пĕрле Кĕçĕн Кипек, Вăрман Кипек, Калинино, Кольцовка тăрăхне темиçе хутчен те çитсе тухнă.

Д.А.Кипек Тимĕрçкасси ялĕнче 1913 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Кипекри 8 çул вĕренмелли шкултан, ун хыççăн çĕрйĕркелÿ техникумĕнчен вĕренсе тухнă, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1932 çултанпа учительте ĕçленĕ, Вăрман Кипекри колхоз çамрăкĕсен шкулне ертсе пынă, Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта учитель пулнă.

1935–1954 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă. Çав вăхăтра Киеври çыхăну çар училищинчен тата Çар юстицийĕн академийĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Калинин тата Хĕвеланăç фрончĕсенче уйрăм çыхăну батальонăн штаб начальникĕ пулнă. Кайран киле таврăничченех çар юстицийĕн органĕсенче ĕçленĕ, 1954 çултанпа Мускавра литература ĕçĕпе пурăннă.

Унăн творчество ĕçĕ 1933 çулта «Трактор» альманахра пичетленнĕ «Темень» ятлă пысăк мар калавран пуçланнă. Ун хыççăн «Ялта», «Кочетов капитан», «Лейтенант ывăлĕ», «Цыганок курсант», «Хисеплĕ вахтăра» калавĕсем, «Студентсем» повеçĕ тухнă. «Сунарçăсем», «Вилсе чĕрĕлнĕ çын» романсем уйрăмах ăнăçлă пулса тухнă. «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» романшăн 1983 çулта Чăваш АССРĕн К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен патшалăх премине илме тивĕçнĕ.

Михаил ВАСИЛЬЕВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика