Хĕвелтухăç Пруссие çитнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.07.2020 09:00 Просмотров: 78

Аслă Çĕнтерÿ... Икĕ сăмах кăна, анчах мĕн тери тарăн, чĕрене çĕçĕпе чикнĕн тивертекен туйăм çуратаççĕ вĕсем. Çĕр çинче пуç пулассишĕн çуннă фашистсене çапса аркатса пĕтĕм тĕнчене ирĕклĕх парнеленĕ вĕт пирĕн халăх.

Анчах çакăншăн ытла хаклă хак тÿленĕ. Мулпа-укçапа мар, миллионшар салтак юнĕпе, пурнăçĕпе... Амăшĕсемпе арăмĕсен, тăлăха юлнă ачисен вĕри куççулĕпе... Çавăнпа вăл вăхăтри кашни паттăрăн ятне – пуçне хунине-и, чĕрĕ таврăнма пÿрнине-и – звани-должноçне пăхмасăрах, ĕмĕртен-ĕмĕре астума тивĕçлĕ. Мăн Хирлепре пурăннă Павел Яковлевич Яковлев та – вăрçă нуши-тертне туллинех астивнĕ салтак. Паян вăл пирĕнпе юнашар çук пулин те, астăвăм ял-йыш, çывăх çыннисен чĕрисенче яланлăх чĕрĕ.

Хĕсмете кайма ят тухсан Калинино районĕн çар комиссариачĕ çамрăка службăна юрăхлă тесе йышăннă та 1943 çулхи январьте чаçе ăсатнă. Рядовой (каярах – кĕçĕн сержант) Яковлева гварди 4-мĕш танк бригадине çирĕплетнĕ. Çар присягине вăл вунсаккăр тултариччен шăп уйăх маларах – çав çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче йышăннă. Паллах, ача шутĕнчен тин тухнă яшсене тÿрех хĕм-çулăм ăшне чикмен. Вĕренÿсенче пиçĕхтернĕ. Лайăх ăнланнă: çар ĕçне пĕлекен, хăнăхусене ăша хывнă салтак тăшманпа вирлĕрех кĕрешет. Хÿтĕленме пĕлнĕрен çухатусем те сахалрах.

Çамрăклах тискерлĕхе курма тивни асра çырăнса юлнă пулинех. Чĕрере те тарăн çĕвĕк хăварнах. Çавăнпа-и, тен, Павăл мучи вăрçă çинчен пĕрмай калаçма кăмăлламастчĕ, тет мăнукĕ Виталий. Тепĕр чухне кăна асаилÿсен авăрне путса чунне хускатнă-мĕн. Апла пулин те тăванĕсем вăрçă участникĕн сыхланса юлнă сăнÿкерчĕкĕсене, докуменчĕсене, наградисене типтерлĕн упраççĕ. Вĕсем тăрăх Павел Яковлевичăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче утса тухнă çул-йĕрне йĕрлеме май килет. Çулĕ вара инçе выртнă, Хĕвелтухăç Прусси таранах. Çар билетĕнче, акă, Мăн Хирлеп каччи тăшманпа куçа-куçăн çапăçусене пуçласа 1944 çулта кĕнĕ тенĕ. Т-34 танкăн 85 мм-лă тупине авăрлакан шутланнă. Вăл тăнă гварди 4-мĕш танк бригади çак вăхăтра 3-мĕш Белорусси фрончĕн йышне кĕнĕ.

Хаклă документсем хушшинче Совет союзĕн Аслă Главнокомандующийĕ И.Сталин хушăвĕпе янă Тав хучĕ уйрăм вырăн йышăнать. Унти информаци те хăш çапăçусене хутшăннине, мĕнле хуласене пусмăртан çăлма тÿпе хывнине уçса парать. «Минск хулине ирĕке кăларнă тата Неман юханшывĕ урлă каçнă, Каунас хулине тăшмансенчен тасатнă тата фашистсен оборонине аркатса Хĕвелтухăç Пруссине кĕнĕ чух çапăçусенче палăрнăшăн», – тенĕ Тав сăмахĕсенче. Апла пулсан, П.Яковлев танкист Минск операцине хутшăнса паттăрлăх кăтартни паллă. Белоруссипе Литва территорийĕсемпе иртекен Неман юханшывĕ хыçнелле таракан нимĕçсене вирлĕн хăваланă. Ку юханшыв Хĕвелтухăç Прусси умĕнчи тăшмансем пысăк вăйпа, çирĕп вырнаçнă чи юлашки шыв чикки пулнă. Ăна та парăнтарнă пирĕн салтаксем. Тепĕр стратегилле пĕлтерĕшлĕ хула – Литван тĕп хули пулнă Каунас. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех оккупациленĕскере 1944 çулхи августăн 1-мĕшĕнче ирĕке кăларнă.

Наградăсем тенĕрен, вĕсем Павел Яковлевичăн чылай. Пурне те хăюлăхшăн, çирĕплĕхшĕн тата хастарлăхшăн панă. Сăмахран, 2 степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ, Жуков медалĕ, «Германие çĕнтернĕшĕн», ытти медальсем.

Çапах та орден-медальсем çеç мар астăвăм палли. Тăшман «парни» те ун ирсĕрлĕхне нихăçан манма паман. 1945 çулхи февраль вĕçĕнче аманнă пирки П.Яковлевăн 5825-мĕш эвакогоспитальте сипленме тивнĕ. Текех çапăçусене хутшăнайман. Аслă Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илсен те çамрăк тăван яла таврăнайман-ха. Служба тата виçĕ çул – 1948 çулхи апрельччен тăсăлнă. 34-мĕш танк полкĕнче тăнă, наводчике вĕреннĕ. Каярахпа – тинĕс пехотин Ленинградри 1-мĕш танк полкĕн оруди командирĕ. Вăрçă хирĕнче те, хыççăнхи çар службинче те – пĕрмаях Т-34 танк çинче.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ