Фронтра та, ĕçре те паттăр пулнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.07.2020 09:00 Просмотров: 147

Çĕрпелпе Хурăнсур Çармăс тăрăхĕнче вăрçă паттăрĕсене асрах тытаççĕ. Федор Григорьевич Кузьмин, акă, вĕсене халалласа иртнĕ çул «Хорнзор–Берлин» кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Кĕçех тепĕр кĕнеки те кун çути курмалла. Паян вăл паллаштаракан паттăр шăпах çĕнĕ изданире пулĕ.

Изосим Васильевич Васильев Çĕрпелте 1911 çулта çуралнă. Унăн ашшĕ-амăшĕ кил-çурта çирĕп тытса пынă. Хуралтăсене пĕтĕмĕшлех 1918–1920 çулсенче çĕнетсе хăпартнă. Шкулта 4 çул вĕреннĕ. 1933 çулта И.Васильева тивĕçлĕ çар службине илнĕ. Салтакран таврăнсан Уравăшри колхозниксен шкулĕнче химизатора вĕреннĕ.

И.Васильев ялкор ĕçĕнче те ĕлкĕрсе пынă. Районти «Социализм çулĕпе» хаçата час-часах ял пурнăçĕ çинчен пĕчĕк заметкăсем янă. «Химик» тесе палăртнă.

1937 çул пуçламăшĕнче колхозра 9 лаша вилнĕ, 47 кĕсререн 9 тиха çеç илнĕ. Конюхсем хушшинче ĕç йĕрки пачах та пулман. Вăл вăхăтра аслă конюх ĕçне Василий Иванов йĕркелесе пынă. Анчах та унăн ашшĕ Çĕрпел чиркĕвĕнче ĕçленĕрен колхозри конюхсем В.Иванова «эсĕ класс тăшманĕ» тесе итлесшĕн пулман. Вăл вăхăтра çĕршывра шăпах «халăх тăшманĕ» текен юхăм сарăлнă. Çак сăмахсемпе айăпланисене е хупса лартнă, е яваплă ĕçсенчен кăларса янă.

Вырма пĕтсессĕн Изосим Васильевича колхоз правленийĕ конюхсем хушшинче йĕрке тума вăхăтлăх аслă конюха çирĕплетнĕ.

1938 çулта районти пур колхозра та химизаци ĕçне анлăн сарса янă. Çавна май И.Васильева çулталăк пуçламăшĕнчех бригадира уйăрса лартнă. Вăл йĕркелесе пыракан уй-хир бригади пĕве тĕпĕсене тасатса 1160 лав юшкăн, фермăсенчен 500 лав тислĕк, 10 ц чăх-чĕп каяшĕ, Вăрнартан 10 ц фекали, килсенчен 7 ц кĕл пуçтарса уй-хире тăкнă. Вăрнарти фосфорит заводĕнчен фосфорит çăнăхне, МТС складĕнчен кали тăварĕ, сильвинит турттарса килсе уйсене алăпа сапса тухнă.

Хĕллехи кунсенче бригадăра М.Курицын, Çармăсри А.Тимофеев опытниксемпе пĕрле агрокружоксем ирттернĕ. Бригада ĕçĕ ÿсĕмлĕ пулнăран 1940 çулта районти çĕрĕç пайĕ Васильев химизатора 50 тенкĕ укçан премипе чысланă, çавăн пекех Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне кайма Вăрнар районĕн делегачĕсен йышне кĕртнĕ.

1941 çулта вăрçă пуçлансан парти райкомĕ Изосим Васильевича «Çар ĕçĕ» шучĕпе бронь панă. Арçынсем фронта тухса кайсан Çĕрпелте колхоз председателĕнче хĕрарăм та тăрăшса пăхнă, анчах та вăл вăхăтра ку пурнăçа чăтма питĕ йывăр пулнă. 1942 çулхи январьте аслă пухура Изосим Васильевича Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз председательне çирĕплетнĕ.

Январь кунĕсем сивĕ тăнă, тулти сывлăш температури -400, -450 çитнĕ. Колхозниксен килĕсенче сакайĕнчи çĕрулми пурин те тенĕ пекех шăннă. Çимелли çуккипе тата тăхăнмалли начар пирки чылайăшĕ ĕçе тухайман. Колхозри ĕне, сурăх, сысна витисенче лару-тăру питĕ йывăррăн пынă, чăх фермисенче çăмартасене пуçтарайман. Йĕтем çинчен авăн çапса тасатнă тырра тÿрех фронта тиесе янă. Пĕр молотилкăна ĕçлеттерме утмăл çынтан кая мар пуçтармалла пулнă. ,çлекен çитмен пирки шкул ачисене каçхи сменăна кăларнă. Авăн çапма тухакана, килĕнче кăмака хутма вутă çуккисене, 7-шер кĕлте илсе кайма ирĕк панă. 12 кĕлте çунтарнин хĕрÿлĕхĕпе çăкăр пĕçерме пултарнă.

Йĕтем çинчи молотилкăсене трактор вăйĕпе ĕçлеттернĕ. Ку енĕпе Çĕрпелĕнчи Мария Мучарова, Филипп Игнатьев трактористсем тăрăшнă. Мария Мучарова трактористка çав вăхăтрах кĕлте ачисене хавхалантарма та пĕлнĕ, хĕрсе кайнă радиаторĕнчен вĕреме кĕнĕ шыва илсе çăмарта пĕçерсе кăтартнă.

Изосим Васильевич кашни эрнере колхозниксемпе пуху ирттернĕ, чи малтанах фронтри лару-тăрупа паллаштарнă. Çынсен кун сиктермесĕр ĕçе тухмаллине каланă. Хавхалантарма та пĕлнĕ. «Çак вăхăтра туртăм вăйĕ колзозра питĕ сахал пулсан та ĕçне нумай тăвать. Лашасене лайăх пăхакансене чыслас: конюх Васькова 1 çура парас, Мария Павлова конюха – 1 çура, Кукша Петюк конюха – 1 çура». Изосим Васильевич çураки хыççăн стройка валли саманран тунă кирпĕчсене хатĕрлеттернĕ. 100 саман кирпĕч тăвакана икĕ пăт тырă партарнă.

Вăрçă вăхăтĕнче вăрман ĕçлессипе «Фронтшăн» текен план пулнă, тултармасан пуçран шăлман. Лашасен сăмсинчен çатăр сивĕпе юн пĕрĕхсе аннă, тутисем çинче пăр çакăнса тăнă, халăх пурпĕр тăрăшнă. Йывăçсене метр тăршшĕ татса, 4 пая çурса пайланă. Вăрнарти чукун çул станцине лашапа турттарса темĕн çÿллĕш штабельсем туса тултарнă. Изосим Васильевич вăрман ĕçлекенсене киле мунча кĕме килме çеç ирĕк панă. Тепĕр ирхине ирех килĕсене кайса вăрмана хăваланă. Сивĕпе, йывăррипе хăшпĕр хĕрарăмсем юнлă хăснă пулин те, колхоза кашни çын шучĕпе панă плана тултармаллах пулнă. Халăх çитмен пирки Изосим Васильевич ялти 10 арçын ачана пуçтарса Вăрнара илсе кайса комсомола кĕртнĕ, вĕсене икĕ вăкăр кÿлтерсе аслисемпе пĕрле вăрмана кăларса янă.

1943 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче Çармăс ялĕнчи Чапаев ячĕпе хисепленекен колхозра ĕç вăхăтĕнче пысăк инкек пулнă. Авăн çапакансем пĕр йĕтем çинчен теприне молотилкăна лаша çунипе куçарма хатĕрленнĕ. Çула çил-тăман хÿтерсе лартнă пирки лав юнашар пыракан виçĕ хĕрарăм çине тÿнсе кайнă. Иккĕшĕн çав вырăнтах пурнăçĕ татăлнă. Христина Егоровна Кузнецова 30 çулта, Перасковья Романовна Трофимова 29 çулта пулнă. 30 çулхи Ульяна Ивановна Васильева сусăрланнă. Çак хĕрарăмсен пурин те килĕсенче пĕчĕк ачасем пулнă. Пĕрин виçĕ çулта, теприн 1,5 çулта.

Христина Кузнецовапа Перасковья Трофимова кÿршĕлле пурăннă. Изосим Васильевич Çĕрпелтен тÿрех Кузнецовсен килне çитсе кĕнĕ. Христина Егоровнăн çулталăк çурăри ачи Анатолий Георгиевич Кузнецов макăрса вырăн çинче вилĕ выртакан амăшĕн кăкăрне шыраса упаленсе çÿренине курсассăн чылай вăхăт тăна кĕреймен.

7 уйăх каялла анчах унăн упăшки Ржев хули çывăхĕнче фашистсемпе çапăçса пуçне хунă. Çав усал хыпара Кузнецовсене Изосим Васильевич хăй пĕлтернĕ. Упăшкишĕн Христина Егоровна ÿлесе макăрнине курнă. Халĕ çав ирсĕр тăшмансене пулах хăйĕн те куçне ĕмĕрлĕх хупмалла пулса тухнă.

1943 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче Çĕрпел колхозĕн пухăвне 90 çын пуçтарăннă. Кун йĕркине чăваш халăхĕ хăйсен фронтри ывăлĕсем патне янă çырăва сÿтсе явнă. Çак пухуранах Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз председательне Изосим Васильевича фронта ăсатма тивнĕ. Председатель тивĕçĕсене Алексей Ваганина шанса панă.

Çар эшелонĕпе малтан Изосим Васильевич Ярославль хулине çитнĕ. Кунта фронта кĕме хатĕрлесе çитерсессĕн Ржев хули çывăхĕнчи Полунино вăрманĕсенче тăрса юлнă фашистсене шурлăхлă вырăнсенчен хÿтерсе тухнă. Пĕр çапăçура И.Васильев аманнă. Госпитальте сывалса тухнă хыççăн минометчик пулса Калуга, Вязьма, Смоленск хулисем çывăхĕнче çапăçнă. Смоленск тăрăхĕнче иккĕмĕш хут йывăр аманнă хыççăн Йошкар-Олари госпитальте вăрах сипленнĕ. Тăван ялне 1945 çулта çаврăнса çитнĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче ĕçлесе палăрнă колхоз председательне ахаль лартман. Малтанхи кунсенче бригадира вырнаçтарнă, хыççăн – ферма заведующине. Ку ĕçсенче вăл 1948 çулччен тăрăшнă. 1949–1950 çулсенче налук агентĕнче вăй хунă.

1950 çулхи декабрьте ăна Çĕрпел ял Совечĕн председательне çирĕплетнĕ. Вăл тÿрех яла илемлетесси пирки вырăнти депутатсем хушшинче ыйту çĕкленĕ: «1895 çулта Çармăспа Çĕрпел халăхĕ чиркÿ туса лартнă. 1938 çулта ăна хупрĕç. Халĕ вăл юхăнса ларать. Çак чиркÿрен 7 çул вĕренмелли шкул тума ыйту çĕклес. Вăрнар райĕçтăвкомĕнче 1952 çулта бюджетран 200 пин укçа ыйтас...»

1950 çул пуçламăшĕнче пирĕн тăрăхра трахома чирĕ питĕ вăйлă сарăлнă. 1952 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 771 çынна çитнĕ. Халăха куç чирĕнчен сыватма ял Совечĕн медработниксемпе пĕрле нумай çул вăй хума тивнĕ. Изосим Васильевича халăх яваплă ĕçсене шаннă. 1953 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче 4 ялтан чăмăртаннă пысăк колхозăн аслă пухăвĕнче ăна каллех колхоз председательне çирĕплетнĕ, çавăн чухнех райсовет депутатне суйлама кандидата тăратнă.

И.Васильев соцăмăртăва анлăн сарса янă. Клубсенче кăтарту хăмисене вырнаçтарнă, бригадăсенче виçĕ кунта пĕрре çар листокĕсем, эрнере пĕрре «Вăйлă тырпулшăн» стена хаçачĕ кун çути кăтартнă. Суту-илÿ ĕçченĕсене тавар сутма уя кăларнă. Хавхалантарма колхозниксене кашни ĕç кунĕшĕн 2 кг тырă, 2–3 тенкĕ укçан пама йышăну тунă.

1953 çулта ялта колхоз шучĕпе хăпартса лартнă ача çуратмалли çурта хута яма обязательство йышăнтарнă, тин çуралнă ачасем вилессине чарма тĕллев лартнă. 1954 çулта ял Совет председателĕпе М.С.Шлыковпа пĕрле Аслă Çĕнтерÿ 10 çул çитнине тивĕçлĕ кĕтсе илес тесе ялти вăрçă участникĕсен тата вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсен сăнÿкерчĕкĕсен çĕнетсе тухма ял Совет секретарьне Петр Ковские хушаççĕ.

Изосим Васильевич, вăрçă суранĕсем çултан çул хăйсем çинчен аса илтерсен те, 1955 çултан пуçласа колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă: аслă конюхра, весовщикра, хуралта, рядовой колхозникра. 1972–1975 çулсенче – кладовщикра. Ăна темиçе хутчен те ял Совечĕн вырăнти депутачĕ пулма суйланă. Фронтри паттăрлăхшăн «Хăюлăхшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.

Изосим Васильевич Васильев ял-йышран 1993 çулта ĕмĕрлĕх уйрăлса кайнă. Ăна халăхпа чыслăн Çĕрпел масарĕнче пытарнă.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ