Кулленех сăнавра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.07.2020, 09:01 Просмотров: 327

Пăхатăн та, вăрмансем хăйсем тĕллĕнех ÿссе кашласа ларнăн туйăнать.

Анчах çакă йăнăш шухăш. Кунта çитĕнекен йывăç-тĕм, ытти пуянлăх кулленех тимлĕхре. Хăшпĕр çĕрте, ав, йывăçсем типсе хăрнă е хурт-кăпшанкă сăтăр тунă. Е вĕсене саккунсăр майпа касса йăвантарнă. Вăрманçăсем мĕнпур улшăнусене сăнаса тăраççĕ. Кирлĕ-тĕк, йывăçсене касса тасатма, çĕннисене лартса хăварма мерăсем йышăнаççĕ. Вăрмансене çĕнĕрен ĕрчетессипе те тимлеççĕ. ,çĕ, тĕрĕссипе, тем чухлех.

Вăрнарти вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем те, ак, пĕрремĕш çур çула палăртнă тĕллевсене пурнăçланă ĕнтĕ. Пушарсем шар кăтартасран хÿтĕленсе 25 км минерализациленĕ йĕрсем туса сухаласа çаврăннă. Унчченхисене те 150 км тăршшĕ çĕнетсе йĕркене кĕртнĕ. Вăрмансене ĕрчетессипе хастар вăй хунă. 21 тата 30 гектар лаптăксенче çĕнĕрен чĕртнĕ тата хушма культурăсем лартса хăварнă.

– Кунсăр пуçне районти вăрманçăсем ытти ĕçсене те тимлĕхе илнĕ. 41,4 га çинче агротехника мероприятийĕсене ирттернĕ, çамрăк хунавсен ÿсĕмне те сăнаса тăнă. Йывăçсене суйлавлă касмалли вырăнсене 39,7 гектар çинче, талккăшпех касмалли лаптăксене 29,4 гектар çинче палăртнă, – пĕлтерет Чăваш ен Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика