Кашнин яваплăрах пуласчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.07.2020, 09:04 Просмотров: 408

Çуллахи ăшă кунсенче, япăх йăлана кĕнĕ тăрăх, хушма хуçалăхсенче тата дача участокĕсенче пушарсен шучĕ ÿсет. Çакă çынсене çулăмпа асăрхануллăрах пулмалли çинчен калать.

Кăвайт чĕртекенсем, сăмахран, ăна мĕн çунса пĕтиччен тĕрĕслесе тăмаллине манаççĕ. Асра тытăр: сăнавсăр юлнă çулăм нимĕн те хĕрхенмест. Çакнашкал тĕслĕхсем сайра мар. Çулăм кил хуçисем умĕнчех картасем, йывăç хуралтăсем çине сиксе ÿкет. Тепĕр чухне пурăнмалли пÿртсем е дача çурчĕсем те хыпса илеççĕ. Çăмăлттайлăх вара хакла ларать: пушар çав тери пысăк тăкак кÿрет. Тĕрĕссипе, ку инкексене çăмăллăнах асăрхаттарма пулать. Граждансен хуçалăхра пушар хăрушсăрлăхĕн чи ансат правилисене пăхăнмалла çеç.

Çулла – ырлăх, канлĕх вăхăчĕ. Нумайăшĕ кăвайт чĕртсе, шашлăксем пĕçерсе, мунча хутса канма кăмăллать. Шел те, тимлĕхе çухатсан кунашкал кану та инкек кăларас хăрушлăх пур. Çавăнпа пушар сÿнтермелли пĕрремĕшле хатĕрсене ал айĕнчех тытăр. Сăмахран, шыв пичкисем е витрисем, лум, кĕреçе, хăйăр тултарнă савăт, огнетушительсем.

Вăрнар район администрацийĕ пурне те çулла тимлĕхе ытти чухнехинчен те вăйлатма ыйтать. Пирĕнтен кашниех хамăрăн поселокăн, ял-салан хăрушсăрлăхне хăйĕн тÿпине хывма тивĕçлĕ. Пушарсен сăлтавĕсене сиресси – обществăлла пĕлтерĕшлĕ ĕç. Хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнни кăна – сывлăхпа пурнăç сыхлăхне тивĕçтерекен çăлкуç. Сирĕн тата çывăх çыннăрсен хÿтлĕхĕ чи малтанах сирĕнтен килет.

Темиçе ансат, анчах усăллă сĕнÿ:

Пушара асăрхаттарасси сÿнтерессинчен тата тăкаксене саплаштарассинчен çăмăлрах.

Хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен пурнăçне хăрушлăха ан кăларăр.

Çурт-йĕре тата пурлăха çулăмран сыхлăр.

Çак тĕп правилăсене те яланах асра тытăр:

вăрмансенче кăвайт чĕртме юрамасть;

шăрпăкпа е тивсе илекен ытти япаласемпе асăрханса усă курмалла;

хуçалăхра е дачăра çÿп-çап çунтарни хăрушă, уйрăмах – çиллĕ çанталăкра;

ачасем тĕрĕслеврех пулччăр, унсăрăн инкек курасси инçе мар.

Федор ТИМОФЕЕВ,

район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика