Мĕнле чăтса ирттермелле?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2020, 14:14 Просмотров: 289

Пăчă çанталăка ачасем тата ватă çынсем йывăр тÿссе ирттереççĕ, çавăн пекех чир шала кайнă тата самăр кĕлеткеллĕ çынсене те ăна чăтма йывăр.Çанталăк питĕ шăрăх пулни çыннăн чĕре тата юн тымарĕсен тытăмне йывăрлатать. Çакă вăл тăтăшах тарланипе, ку вара юн тытăмĕ çине витĕм кÿнипе çыхăннă. Юн – пĕр пек мар, унра шĕвĕ пайĕ пур – плазма тата эритроцитсенчен, тромбоцитсенчен, лейкоцитсенчен тăракан хытă пайĕ.

Шĕвеке çухатни юнри çăра тата шĕвĕ пайĕсем пĕрлешессине пăсать, çакă юн çывăрас тытăм çине витĕм кÿрет тата тромб пуçарма пултарать. Унсăр пуçне пĕрмай тарланăран юнри электролит тытăмĕ улшăнать – кали, магни ионĕсем çухалаççĕ, çакă чĕре ритмне пăсать. Чĕре таппин шучĕ те ÿсет. Çавна май шăрăх çанталăкра инфаркт тата инсульт пуласси, юн пусăмĕ чакасси нумайланаççĕ.

Çынсем хĕвел айĕнче çÿресен те аптăраççĕ. Унăн паллисем% ÿт хĕрелет, кĕлетке температури ÿсет, пуç ыратать, пуç çаврăнать, чĕре таппи хăвăртланать, ăш пăтранать, хăсăк тухать, сывлăш пÿлĕнет, ăс-тăн улшăнать.

Шăрăх çанталăкра ăнсăртран аптăраса ÿкнĕ çынна мĕнле пулăшу памалла-ха?

Ку чухне пĕр тăхтаса тăмасăрах çынна сулхăна, уçă вырăна куçармалла. Çиелти тăвăр çи-пуçа салтса çынна çурăм çине хумалла. Унтан питне сивĕ шывпа йĕпетмелле, çамки тата мăйĕ çине сивĕ шывра йĕпетнĕ татăк хумалла. Алăра хут е ал шăлли пулсан аптăракана çил вĕртерсе тăмалла. Шыв ĕçме памалла. Енчен те тăн çухатать пулсан сăмсине нашатырь спирчĕпе йĕпетнĕ мамăк илсе шăршлаттармалла. Тăруках сывлама чарăнсан е пульс çук-тăк, искусствăлла майпа сывлăш памалла, чĕрене тÿрĕ мар массаж тумалла. Çакна васкавлă пулăшу машини киличчен е çын сывлăш çавăрса иличчен пурнăçламалла.  

Шăрăх çанталăкра аптăраса ÿкесрен мĕнле сыхланмалла? – ыйтаççĕ час-часах. Шăрăх талăкра урамра ытлашши çÿремелле мар, хĕвел çинче ĕçлессине чакармалла. Пуçа тутăр е шлепке, карттус тăхăнмалла, çире çÿхе, сывлакан çи-пуç пулмалла. Çуллахи вăхăтра пахчаçимĕç салачĕ, улма-çырла çиме тăрăшмалла, рационта çусăр пулă, йÿçĕтнĕ сĕт продукцийĕ, сивĕ яшка, окрошка пулмалла. Шăрăхра организма пĕчĕк калориллĕ апат кирлĕ. Чи шăрăх та пăчă вăхăтра апат çиессинчен тытăнса тăрăр, апата ирхине е каçхине çиме тăрăшăр. Апат пĕçернĕ тата упранă чухне гигиенăпа технологи ыйтăвĕсене шута илмелле. Талăкне 1,5–2 литр шыв ĕçмелле. Анчах та асра тытăр% пÿре тата чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăракансен ăна нумай ĕçмелле мар.

Пÿлĕмсене уçăлтарасси çинчен те манмалла мар. Хĕвел енчи пÿлĕмĕн чÿречине карсан сулхăнрах пулĕ. Тăтăшах ванна е душ кĕрĕр. Шывăн пÿлĕм температури пек ăшă е лĕп пулмалла.

Шăрăх вăхăтра ÿт вăл хушма сывлав органĕ пулса тăрать. Çавăнпа та ăна таса тытни тата шывпа чÿхени сывлама пулăшать. Алкоголь шĕвекĕсене ĕçессинчен те тытăнса тăмалла.

Çак тата ытти йĕркесене пăхăнни хĕвел аптăратнинчен тата ытти йывăрлăхсенчен çăлса хăварĕ. Хăвăра шăрăхра упрăр.

Елена ЕГОРОВА,

республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика