Такăр çул сарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.08.2020, 14:23 Просмотров: 290

Пуçаруллă бюджетенĕпе проектсене пурнăçа кĕртессипе яллă тăрăхсенче тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.

Акă, сăмахран, хальхи вăхăтра Йăлтăм ялĕнчи Хĕвеллĕ урамĕнче такăр çул тăвассипе ĕçсем пыраççĕ. Унăн тăршшĕ 652 метр пулĕ. Ĕçе пурнăçлаканĕ – А.Ефимова предприниматель.

Кăçал пуçаруллă бюджет программипе Мачамăшра та вак чултан такăр çул сарнă. Вăл 1100 метра тăсăлать. Çурхи шыв-шура тата çумăра юхма çулăн ик енĕпе канав хăварнă.

Калинино ял тăрăхĕн администрацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, такăр çулăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1,8 млн тенкĕ, çав шутра ял çыннисен укçи – 125 пин тенкĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика