Çур ĕмĕр пĕрле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.08.2020, 14:26 Просмотров: 144

Кĕçĕн Кипекри Людмила Ивановнăпа Марк Порфирьевич Марковсем 50 çул каялла çемье çавăрнă. Ачисем, çывăх тăванĕсем пĕр мăшăра ĕмĕр сукмакне малалла та пĕрле такăрлатса пыма хурçă пек çирĕп сыв-лăх, вăрăм кун-çул, ăраскаллă пурнăç суннă.

Марковсем ял-йышра ырă ятлă. Иккĕшĕ те ĕçчен çемьесенче çуралнă. Вĕсен ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă хыççăнхи çулсене килнĕ. Çитĕннисемпе тан ирех хура тар тăкса ĕçлеме тивнĕ. Марк Порфирьевич «Колос» совхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Вăл хастар арманçă пулнине ял çыннисем паянхи кун та ырăпа аса илеççĕ.

Людмила Ивановна Кĕçĕн Кипекри участок больницинче поварта ĕçленĕ. Пациентсене техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçерсе çитерес тесе ырми-канми тăрăшнă.

Марковсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Людмила Ивановнăпа Марк Порфирьевичăн ултă мăнук. Вĕсем çамрăксемшĕн – ырă тĕслĕх кăтартакансем.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика