Çĕрпе мĕнле усă кураççĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.11.2017, 14:51 Просмотров: 552

Раççей Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн вырăнти муниципалитет район территорийĕнче вырнаçнă çĕр лаптăкĕсене тĕрĕслесех тăрать. Ку тивĕçе район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕ пурнăçлать.

Кăçал юридици сăпатĕнчи тăватă çын тата 46 граждан тĕлĕшпе тĕрĕслевсем ирттернĕ. Кусем – планпа пăхнисем.

Плана кĕртмен рейдсем çиччĕ пулнă.

Ял поселенийĕсен территорийĕсенче çĕр законодательствине пăснă çичĕ тĕслĕхе палăртнă, вĕсем тăрăх актсем çырнă, çитменлĕхсене пĕтерме предписанисем тăратнă. Икĕ материала Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управление, пиллĕкĕшне Росреестрăн Вăрнарти пайне ярса панă. 

Саккуна пăснă тĕслĕхсенчен 5-шĕ – граждансем çĕре хăй тĕллĕн ярса илни. Вĕсем çĕр лаптăкĕсене саккунсăр майпа хÿмепе тытса çавăрнă. Хăйсен кирлĕ çĕр докуменчĕсем çук пулин те. Çитменлĕхсене вăхăтра пĕтернĕ.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевсĕр усă курнă тĕслĕхсем те пур. Акă Т. гражданин 5,4 гектар çĕрĕ çинче виçĕ çул нимĕн те акса-лартса туман, вăл хыт-хурапа ÿссе ларнă. Çакăншăн ун тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă, штраф хунă. Малашне те çак лаптăка çаврăнăша кĕртмесен район администрацийĕ суд урлă çĕре муниципаллă харпăрлăха куçарма пултарать.

Вăрнар район администрацийĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре тĕллевлĕ усă курмаллине аса илтерет.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика