РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Здесь будут размещены ваши реклама и объявления.

По вопросам размещения обращайтесь по телефону:

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Шаннине тÿрре кăларса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.09.2020 14:20 Просмотров: 75

Чрезвычайлă лару-тăру тесен тÿрех техногенлă пăтăрмахсем, çутçанталăк катаклизмĕсем куç умне тухаççĕ. Анчах та халĕ хăрушлăх пачах та урăх енчен пырса çитрĕ – коронавирус инфекцийĕ тĕнчипех сарăлчĕ. Паян эпир «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе тимлекен Станислав Афанасьевпа калаçатпăр.

– Станислав Николаевич, эсир районти чи пысăк предприятири коронавирус инфекцийĕ сарăлассине хирĕç кĕрешекен штабăн членĕ. Калăр-ха, тархасшăн, заводра мĕнле мерăсем йышăнаççĕ?

– Пандеми пирки пĕлтерсенех пĕрремĕш кунтанах Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче çивĕч ыйтăва тимлĕхе илчĕç. Оперативлă штаб йĕркелерĕç, мана ун ĕç-хĕлне йĕркелессишĕн явапли пулма çирĕплетрĕç. Çав вăхăтра лару-тăру мĕнлине ăнкарса тĕллевсене тĕрĕс лартмаллаччĕ. Эпир хамăра шаннине тÿрре кăлартăмăр тесе шутлатăп.

Палăртса хăвармалла, карантин мерисене заводра шăпах та хĕрÿ ĕççи пынă – пĕтĕм цех канмалли кунсенче те тулли хăватпа тăрăшнă – чух йышăннă. Çуркунне тата çулла пуçламăшĕнче продукцие ăсатасси ÿсет. Водительсемшĕн те, склад ĕçченĕсемпе логистсемшĕн те ку вăл чи хĕрÿ тапхăр.

Пандеми пуçланнăранпа заводра компьютерпа ĕçлекен 90 ытла çынна виçĕ уйăхлăха дистанци мелĕ çине куçарнă. Килти условисенче тимлесен те пурте яваплăха туйса тăрăшнă, ĕçе пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçланă. Информаци технологийĕсен пайĕн специалисчĕсем тăрăшнипе чăрмавсем сиксе тухман. Заводра сотрудниксене социаллă дистанцие пăхăнма ыйтатпăр% пĕр-пĕрин хушши 1,5 метртан кая мар пулмалла тата маскăна тĕрĕс тăхăнмалла.

– Малтанхи уйăхсенче маскăсен, перчеткесен, облучательсен хакĕсем темиçе хут ÿссе кайрĕç. Завод ĕç çыннисене хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерме пултарчĕ-и?

– Çуркунне маскăсем, перчеткесем хакланчĕç кăна мар, сентресем çинчен те çухалчĕç. Апла пулсан та завод ĕçченĕсем пĕр кун та хÿтĕлев хатĕрĕсемсĕр юлмарĕç. Халĕ те кашнине эрнесерен çирĕмшер маска, пилĕкшер мăшăр перчетке паратпăр. Пур кабинетра та, кĕмелли алăк патĕнче те, обществăлла вырăнсенче те алăсене сиенсĕрлетмелли санитайзер вырнаçтарнă. Кашнине флакончик-распылитель панă. Вăл пушансан ăна дезинфекци шĕвекĕпе тултараççĕ. Пÿлĕмсене сиенсĕрлетме распылительсемпе усă кураççĕ. Урам территорийĕсене дезинфекцилеме пушар хуралĕн уйрăмĕнчи «Газельпе» тухаççĕ, унта 500 литр кĕрекен савăт вырнаçтарнă.

– Заводра коронавируспа чирленĕ çынсем нумай-и?

– Эпир завода ятарлă лабораторири медицина ĕçченĕсене темиçе хутчен чĕннĕ, предприяти шучĕпе вирус, антителасем пуррине пĕлме тест тĕпчевĕсем ирттернĕ. Коронавируспа чирлĕ 10 çынна тупса палăртнă, вĕсене тÿрех самоизоляцине ятăмăр. Турра шĕкĕр, хальлĕхе йывăр чирленĕ пациентсем çук. ,ç кунĕ пуçлансанах ÿт температурине виçеççĕ. Вăл 37 градусран иртсен, респираторлă чир-чĕр паллисем пулсан заводра тăрăшакана ĕç патне ямастпăр.

– Станислав Николаевич, сире çакăн пек лару-тăрура пысăк предприятире эпидемине хирĕç мероприятисене йĕркелекенсенчен пĕри пулма йывăр мар-и?

– Завода икĕ çул каялла нумай çул Раççей Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче тата Хĕçпăшаллă Вăйсенче тăрăшнă хыççăн килтĕм. Отставкăна полковник званийĕпе тухрăм. Малтанхи ман ĕç служба-çар хатĕрлевĕпе, чрезвычайлă лару-тăрура ĕç пурнăçланипе çыхăннă. Çавăнпа та эпĕ кирлĕ йышăнăва вăхăтра тума пултаратăп. Заводра Роспотребнадзор нормативĕсемпе мĕн пăхнине пĕтĕмпех пурнăçлатпăр. Çав вăхăтрах кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, гигиена правилисене пăхăнмалла. Пурне те çирĕп сывлăх сунатăп. Чир-чĕр сирĕнтен аякран пăрăнса çÿретĕр.

Людмила ИВАНОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ