Пуласлăх центрĕ ĕçлесе кайрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.09.2020, 14:22 Просмотров: 337

Паянхи ăру компью-тер технологийĕсен, цифровизаци ĕмĕрĕнче çитĕнет. «Вĕрентÿ» наци проекчĕ ачасене ку енĕпе тата та çивĕчрех аталанма пулăшать.

Пĕлÿ кунĕнче Вăрнарта, акă, цифра пĕлĕвĕн IT-куб центрĕ уçăлнă. Вăл ял хуçалăх техникумĕнче вырнаçнă.

Вăрнар район ачисене чăннипех ăнăçнă. Кунашкал центрсем республикăра иккĕ çеç. IT-куб çитĕнекен ăру аталанăвне калама çук пысăк тÿпе хывĕ. Кунта шкул ачисем программировани чĕлхине алла илĕç, мобильлĕ устройствăсем валли приложенисем çырма, «цифрăн» тата ытти енĕсене вĕренĕç.

Вĕрентÿ направленийĕсем пĕтĕмпе улттă% «Программирование на Python», «Разработка                   VR/AR -приложений», «Системное администрирование», «Лаборатория программирования роботов», «Основы программирования на Java», «Цифровая гигиена и работа с большими данными».

Центр уçăлнă-уçăлманах ачасем унта йышлă пуçтарăннă. Цифра пĕлĕвне илес текенсене ял хуçалăх техникумĕн директорĕ Ольга Львова, центр ертÿçи Алексей Фирсов саламланă, вĕрентÿ мĕнле йĕркеленнипе паллаштарнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов кунта илнĕ хушма пĕлÿ пысăк результатсене хывăнассине пĕлтернĕ.

– Центра 5–18 çулсенчи ачасене йышăнатпăр. Занятисем 13 сехетрен тытăнса 20 сехетчен пыраççĕ. Расписание ушкăнсем тулнă май йĕркелĕпĕр. Вĕренÿ тÿлевсĕр, вырăнсем шутлă, – пĕлтерчĕ центр ертÿçи Алексей Николаевич Фирсов. – Заявленисене itcube21.ru сайтра та хăварма юрать.  

Вăрнарти IT-куб пĕрремĕш вĕренÿ çулне кĕме хатĕр. Хăтлă аудиторие чи çĕнĕ йышши оборудованисем вырнаçтарнă, педагогсем ятарлă пĕлÿ илнĕ. Чи кирли – ачасене вăл профориентаци енĕпе пысăк пулăшу парĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Ыйтса пĕлмелли тел. 89914651155, электронлă почта% Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика