Ÿкĕнмелле ан пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.09.2020, 14:25 Просмотров: 341

Ачасем инкеке лексе шар курни, суранланни, е унран та хăрушăрах, пурнăçран уйрăлни – калама çук пысăк хуйхă. Çакнашкал синкерсем ан пулччăр тесен аслисен, уйрăмах ашшĕ-амăшĕн, питĕ тимлĕ пулмаллине, ывăл-хĕрне мĕн пĕчĕкренех хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма хăнăхтармаллине палăртаççĕ специалистсем.

Уçă чÿрече. Çулталăкăн ăшă тапхăрĕнче пулакан инкексенчен пĕри – ачасем уçă чÿречерен тухса ÿкни. Кăçал та 23 ача уçă чÿречерен тухса ÿкнĕ, шел, 4-шĕ вилнĕ. Акă çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Канашра 2 çулти арçын ача 8-мĕш хутри хваттер чÿречинчен ÿкнĕ. Шел, ăна çăлса хăварма май килмен. Тепĕр темиçе кунран çакăн пек инкек Шупашкарта пулнă, ун чухне 3-ри ача шар курнă. Республикăри ача-пăча клиника больницин травматологипе ортопеди уйрăмĕн заведующийĕ Игорь Ластухин пĕлтернĕ тăрăх, çÿллех мар хутсенче вырнаçнă хваттер чÿречисенчен ÿкекен ачасен пурнăçне çăлса хăварма шанăç пур. Тухтăрсем çÿллĕ çĕртен ÿкнĕ çынна е ачана ура çине тăратма е йăтса илме, алли-ури хуçăлман-и тесе хуçлатса пăхма юраманни пирки асăрхаттараççĕ. Ун пек чухне пĕр тăхтаса тăмасăр васкавлă медпулăшăва чĕнмелле.

«Çакнашкал инкексем ан пулччăр тесен чÿречесене уçса пÿлĕме уçăлтарнă чухне ачасене куçран вĕçертме юрамасть. Ывăл-хĕре чÿречене мĕнле уçмаллине те кăтартма кирлĕ мар. Ача ăна хăй тĕллĕн уçма мĕн чухлĕ каярах хăнăхать – çавăн чухлĕ лайăхрах. Ÿпре-шăна кĕресрен каракан сетка пирки уйрăммăн палăртса хăварас килет: ăна пула ачашăн чÿрече хупă пек туйăнать, çавăнпа пĕчĕкскер ун çине тайăнать те сеткăпа пĕрлех тухса ÿкме пултарать. Чÿрече çине ятарлă блокираторсем вырнаçтарма сĕнетпĕр. Май пулсан чÿрече хăлăпне те кăларса илмелле, ун пек чухне вĕт-шакăр ăна уçаймĕ. Ачасене килте самантлăха та пĕччен хăвармалла мар, вăл çывăрать пулсан та. Çул çитменнисем нумай чухне хăрасан е кăсăкланса чÿречерен урамалла е балкона тухса пăхаççĕ, асăрханмасăр ÿкме пултараççĕ. Çывăракан пепке вăрансан чÿрече янахĕ çине хăпарас хăрушлăх пур. Ун пекки ан пултăр тесен сĕтел-пукана чÿрече çумĕнчен аяккарах куçармалла, теттисене урăх çĕре илсе хумалла. Уçă чÿрече умĕнче тăракан ачана асăрхасан нимĕн пулман пек иртсе кайни те вырăнсăр, çакăн пирки полицие «02» е «112» номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр», – сĕнеççĕ РФ Следстви комитечĕн Чăваш енри Следстви управленийĕн ĕçченĕсем.

Пушар. Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пирĕн республикăра тухнă пушарсенче 3 ачан пурнăçĕ татăлнă. Инкексенчен пĕри Шупашкарти уйрăм çуртра пуш уйăхĕнче пулнă. Ун чухне 2 тата 4 çулсенчи пепкесен тата вĕсен кукамăшĕн пурнăçĕ татăлнă. Тепĕр инкек Çĕнĕ Шупашкарта ака уйăхĕнче тухнă. Шел, ун чухне 6-ри хĕрачана çăлса хăварма май килмен.

«Ытларах чухне килĕнче аслисемсĕр юлнă ачасем инкеке лекеççĕ. Вĕсем хăйсем тĕллĕн юлсан таврара мĕн пуррине тĕрĕслеме-тĕпчеме пуçлаççĕ. Темĕн те пĕлес текенскерсен сăнавĕсене пула тепĕр чухне пушар тухать. Асăннă сăлтавпа пулнă инкексене тишкерес-тĕк, аслисен айăпĕ курăнать% вĕсем пĕчĕк ачисене килĕнче хăйсем тĕллĕн çеç хăварнă, шăрпăк-зажигалка таврашне пытарман.

Паллах, ашшĕ-амăшĕн килтен тухмалли сăлтавсем пулаççех. Çав хушăра аслăрах ачасене е кÿршĕсене, пĕлĕшĕсене пепкене пăхма ыйтмалла. Кĕçĕн çултисене пÿлĕмре е хваттерте питĕрсе хăварни уйрăмах хăрушă% вут-çулăм алхасма тытăнсан вĕсем çунакан çĕртен урама тухаймасан та пултараççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ачасене вут-çулăм кăсăклантарнине, илĕртнине пĕлмеллех. Çавăнпа ывăл-хĕре çулăмпа тĕрĕс усă курма мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле. Хăрушсăрлăх йĕркине вăйă ирттерсе ăнлантармалла. Ашшĕ-амăшĕн пепкисене шăрпăкпа выляни мĕн патне илсе çитерме пултарнине тăтăшах аса илтермелле. Пушар вăхăтĕнче ачасем хăранипе шкапа кĕрсе лараççĕ е кравать айне пытанаççĕ. Вĕсене апла тума юраманнине, çунакан çĕртен май килнĕ таран хăвăртрах тухмаллине, мĕн пулни-иртни пирки аслисене пĕлтермеллине ăнлантарăр. Тата, паллах, пушар хуралне «01» номерпе шăнкăравламаллине пурин те, çав шутрах – ачасен те, пĕлмелле», – теççĕ Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-службинче.

Шыв-шур. Тĕп управлени пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пирĕн республикăра шывра икĕ ача путса вилнĕ. Ака уйăхĕнче Муркаш районĕнче 8-ти арçын ача пĕве хĕрринче уçăлса çÿренĕ чухне çÿхе пăр çине кĕнĕ, вăл çурăлнăран шыва анса кайнă. Тепĕр инкек çĕртме уйăхĕнче пулнă% Çĕнĕ Шупашкарта 15-ри каччă путса вилнĕ.

Çул çинчи инкексем. ЧР Патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра çул-йĕр çинчи инкексенче 2 ачан пурнăçĕ татăлнă. «7 уйăхра 16 çула çитменнисем хутшăннипе 85 инкек пулнине шута илнĕ. 98 ача суранланнă. Çул çинчи инкексен кашни виççĕмĕш тĕслĕхĕнче çуран çÿрекен ача аманнă, çак пăтăрмахсенчен нумайăшĕ шăпах çул çитменнисен асăрханусăрлăхне пула тухнă. Утă уйăхĕнче шар курнă пассажир-ачасен шучĕ ÿснĕ. Çуллахи вăхăтра велосипедпа ярăнакансемпе çыхăннă лару-тăру çивĕчленнĕ», – тенĕ республикăри патшалăх автоинспекцийĕн официаллă сайтĕнче.

Çул çинче ачасем хутшăннипе пулакан инкексенчен сыхланас тĕллевпе ЧР Вĕрентÿ министерстви ЧР Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле авăн уйăхĕн 11-мĕшĕччен «Асăрханăр – ачасем!» профилактика мероприятийĕ ирттерет. Çакă инкексен шутне чакарма тата синкерсенчен сыхланма пулăшасса шанас килет.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика