РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Здесь будут размещены ваши реклама и объявления.

По вопросам размещения обращайтесь по телефону:

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Ярмушка каччи Раççей командине ăнăçу кÿнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.09.2020 14:26 Просмотров: 106

Хамăр районтан тухнă çамрăксем вĕренÿре, службăра палăрни чĕрере яланах мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Хальхинче ентешсене, акă, Ярмушка каччи Роман Сорокин савăнтарчĕ.

Романа çуралнă ялĕнче кăна мар, районта та паллă футболист пек аван пĕлеççĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра вăл «Химик» команда йышĕпе республика, Раççей таран пысăк çитĕнÿсем турĕ, команда шанăçĕ пулчĕ. Пултаруллă спортсмен пулас профессие те чăтăмлăх, çивĕчлĕх кирлĕ тытăмрине суйласа илнĕ. Халĕ вăл – Мускаври аслă çар училищин 4-мĕш курс курсанчĕ.

Роман иртнĕ уйăхра Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕпе çар полицейскийĕсен «Страж порядка» пĕтĕм тĕнчери çар вăййисене хутшăннă. Тÿрех каламалла, çĕршыв команди унта 1-мĕш вырăн йышăннă. Вăрнар район каччи вара уйрăм зачетра бронза призер пулса тăнă.

Вăйăсем тăватă тапхăрпа иртнĕ. Вăл шутра – пăшалтан перессипе, чăрмавлă çулсене çĕнессипе, çăмăл автомобильпе усă курса патруль нарячĕн тупăшăвĕ енĕпе, çавăн пекех командăпа чăн пурнăçри чăрмавсем витĕр тухассипе.

Çар вăййисен çĕнтерÿçисене çак тунтикун «Патриот» конгреспа курав центрĕнче чысланă. Наградăна Роман Сорокин Раççей команди йышĕпе Раççей Оборона министерствин çар полицийĕн Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн Сергей Кураленко аллинчен илнĕ. Маттур!

Светлана Чикмякова.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ