Çивĕч ыйтусемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.09.2020, 14:27 Просмотров: 369

Район администрацийĕнче кор-рупцие хирĕç кĕ-решессипе тим-лекен Канаш черет-лĕ ларăва пухăннă. Ун йышĕ яланхиллех чи çивĕч ый-тусене пăхса тухнă.

Бюджет укçи-тенкипе усă курнин эффективлăхне тивĕçтерни пирки финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова хыпарланă. Вăл ку енĕпе пĕлтĕрхи тата кăçалхи çур çулти ĕç-хĕле тишкернĕ.

Экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Светлана Шашкарова вара тĕрĕслевсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Тимлĕхре – муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа, арендăна панă çĕр участокĕсемпе тĕллевлĕ усă курни. Вăл йышăннă мерăсемпе паллаштарнă, ку пурлăхпа усă курнă май тухма пултаракан коррупциллĕ сăлтавсене те илсе кăтартнă. Коррупцие хирĕç кĕрешессипе тимлекен Канашăн ĕç планне кĕнĕ улшăнусене пухăннисем патне сектор заведующийĕ Анна Хисамиева çитернĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика