Отставкăна кайрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.09.2020, 14:27 Просмотров: 319

Виçĕмкун депутат-сен район Пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ.

Ун ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн шалти политика управленийĕн   вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн консультанчĕ Юрий Ямсков, Чăваш ен çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев хутшăнчĕç.

Тĕп ыйтупа депутатсем район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хăйĕн полномочийĕсене контрактра пăхнă вăхăтран маларах хăй ирĕкĕпе пăрахăçланине пăхса тухрĕç, ку должноçе йышăнма конкурс комиссине йĕркелессине сÿтсе яврĕç.

Конкурс пулса иртиччен район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене Андрей Владимирович Тихонов туса пырĕ.

Леонид Николаев депутатсене, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, райадминистрацин ĕçченĕсене нумай çулхи пĕрлехи ĕçшĕн тав турĕ. Вăрнар район аталанăвĕшĕн ертсе пыракан предприятисемпе – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕпе, Вăрнарти аш-какай комбиначĕпе, «Чăвашкабельмет» предприятипе, ыттисемпе – инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе сахал мар ĕç тунине, тĕрлĕ объектсем çĕкленине палăртрĕ. Вăл шутра – Вăрнарта тинех морг тума тытăннине те. Вăл пухăннисене малашне те районшăн алла-аллăн тытăнса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Андрей Тихонов Леонид Григорьевича ĕçшĕн тав турĕ, сывлăх сунчĕ.

Çутçанталăк ресурсĕсен министерствин ертÿçи Александр Воробьев Леонид Николаев йывăрлăхсене пăхмасăр района яланах малтисен ретĕнче тытса пынине палăртрĕ. Район лайăххисен йышĕнче пултăр тесен кашнин тÿпе хывмаллине каларĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика