«Кун пек ĕçлеме юрамасть!»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.09.2020, 14:28 Просмотров: 387

Усал хыпар утпа çÿрет тенешкел, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулпа çы-хăннă ырă мар лару-тăру çак кунсенче пĕрремĕш номерлĕ ыйтусем шутне тухса тăчĕ.

Сăлтавĕ чăннипех те çивĕч – ку шкулта вĕренекенсем подрядчик тĕплĕ юсав графикне пурнăçламанран Пĕлÿ кунĕн уявне туллин туяймарĕç, парттăсем хушшине лараймарĕç. Юсавра çĕнелнĕ шкул ачасене йышăнма августăн 30-мĕшĕ тĕлне йăлтах хатĕр пулмаллаччĕ. Анчах та кунта ĕçсен пысăк пайне пурнăçламан.

Çак ыйтупах сентябрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев каçхи ултă сехет çурăра Вăрнарта экстреннăй канашлу пуçтарчĕ. Ун ĕçне республикăри строительство, вĕрентÿ, çутçанталăк ресурсĕсен министерствисен ертÿçисем Александр Героев, Сергей Яковлев, Александр Воробьев, Чăваш ен Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕ Николай Каргин, ытти официаллă çынсем хутшăнчĕç.

Организаци представителĕ хăйсем пĕтĕмĕшле ĕçĕн 60 процентне пурнăçланине пĕлтерчĕ. Райадминистрацин строительство пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Иванов вара чăн юсав калăпăшĕ палăртнинчен пĕрре тăваттăмĕш пайĕ чухлĕ кăна пулнине каларĕ.

Олег Николаев вĕрентÿ пÿлĕмĕсене, коридорсене пăхса çаврăннă май тĕлĕнĕвне те, тарăхăвне те пытармарĕ. «Кун пек ĕçлеме юрамасть!» – терĕ вăл çиелтен, ячĕшĕн тенĕ пек, пахалăхсăр тунă ĕçсене курсан. «Сире хăвăр ĕçшĕн намăс мар-и?» – çивĕччĕн критиклерĕ вăл. «Стенасене якатма, электропроводкăна майлама контрактра пăхман», – пулчĕ подрядчикăн хуравĕ.

Чăн та, строительсем объекта контрактпа палăртнă вăхăтчен юсаса пĕтерес тесе васкани курăнмасть. Шкул тăррине витсе пĕтермен, кашни хутрах вĕçлемен ĕçсем туллиех. Фасада çĕнетессипе те пур тăкмалли пайтах. Сăмах май, тĕплĕ юсава пурнăçлама подряда Новосибирскри компани выляса илнĕ. Тендерта вăл контракта хăй аллине илессишĕн суммăн 17 процентне чакарнă.

Канашлу вăхăтĕнче регион ертÿçи кунти ĕçсене пушарпа, чрезвычайлă пулăмпа танлаштарчĕ. Вырăнти влаçа та хытах тиврĕ. «,çе çапла йĕркеленине сÿрĕклĕх теççĕ. Сире пула çур правительствăн кунта килме тиврĕ», – терĕ вăл çирĕппĕн юсав ĕçĕсене тивĕçлĕ тĕрĕслесе тăманшăн, нимĕнле мерăсем те йышăнманшăн айăпласа.

Олег Николаева кашни утăм кăсăклантарчĕ – ĕçсем аран-аран пынипе, тăсăлса кайнипе ăçта та пулин çырусем çырнă-и? Прокуратурăна тăратнă çăхавсăр пуçне кунашкал документсем урăх пулман иккен. Сăмах вĕççĕн темиçе те асăрхаттарнă. Подрядчик ĕçсен графикне те тăратман...

Кунти лару-тăрушăн район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн яваплă утăм тума – должноçе вăхăтсăр пăрахăçлама тиврĕ. Ун ыйтăвне виçĕмкун депутатсен район Пухăвĕнче тивĕçтерчĕç. Анчах та çакна ăнланма йывăр – мĕншĕн-ха шкул шăпăрт пулнă, ĕç-пуçа çакнашкал абсурд таран тăсса яма пултарнă? ,çсем куçманнине кура чи малтан кунтан чан çапмалла пулнă мар-и?

Чăннипех те чрезвычайлă пулăм. Шкул директорĕ Галина Иванова кĕçĕн классем пуçламăш шкулта пĕлÿ илнине каларĕ. 5–11-мĕш классен дистанцилле мелпе вĕренме тивет. Шкулта вара пĕтĕмпе 817 ача.

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тĕплĕ юсава хăçан вĕçлеме пултарассипе кăсăкланчĕ. «Икĕ эрнерен, енчен те стройматериалсем килсен», – пулчĕ хурав. «Енчен сăмах пачах та ан пултăр», – çирĕппĕн асăрхаттарчĕ Олег Николаев кунти ĕçсем ку тапхăрта вĕçленмессине витĕр курса. Çавăнпа та экстреннăй мерăсем йышăнмаллине палăртрĕ.

Олег Алексеевич объекта Пĕрлехи заказчик службине тимлĕхе илме ыйтрĕ, строительство министерствине строительство ĕçĕсене çирĕп тĕрĕслевре тытма хушрĕ. Юсава вĕçлеме хушма вăйсем те кирлĕ пулĕç...

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика