Асран кайми юратнă Пайăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2020, 11:44 Просмотров: 339

Çĕр çинче пин-пин ял, анчах та Пайăк пек чипер ял тĕнчере урăх çук пуль. Çур ĕмĕр каялла шăпа мана çак яла илсе çитерчĕ. 1967 çулта Шупашкарти музыка училищинче вĕреннĕ чухне манăн Пайăк каччипе Георгий Петровпа тĕл пулма тÿр килчĕ.

Пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр те кĕçех çемье çавăртăмăр. Мăшăрăн тĕлĕнмелле кил-йышĕ мана кăмăллăн йышăнчĕ. Маншăн вăл, чăннипех те, иккĕмĕш тăван кил пулса тăчĕ. Хунеçе, Николай Петрович Петров, таврари ятлă-сумлă çынччĕ. Хăй вăхăтĕнче райкомра ĕçленĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе орден-медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче «Строитель» хуçалăха ертсе пынă. Тивĕçлĕ канура та ахаль лармарĕ, кăмака тăвакан ылтăн алăллă ăстаçă пулнипе хăй çинчен халăхра ырă ят хăварчĕ. Хуняма, Татьяна Ефимовна, питех те тараватлă, калама çук ĕçчен, вăйлă хĕрарăмччĕ, тăхăр ача амăшĕ.

Ашшĕпе амăшне кура ачисем те вĕсенчен юлман. Пурте хисеплĕ, çĕршыв наградисене тивĕçнĕ çынсем. Чăваш енре Анна Николаевна Кутузовăна пĕлмен çын та çукчĕ малтанхи вăхăтсенче. Чăваш Республикин халăх артистки калама çук паллă çын. Вера Николаевна Артемьева – ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ. Мăшăрĕ та питĕ талантлă çынччĕ. Музыка училищинче юрă уйрăмĕнче М.И.Денисов патĕнче, юрăсем çырма Ф.М.Лукин патĕнче вĕренчĕ. Ленинградри культура институтне пĕтерме пултарчĕ. Тĕрлĕ çулсенче Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче, юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçлерĕ, нумай çул Шуршăлти халăх хорне ертсе пычĕ.

Георгий Петров (Пайăр) – Чăваш музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, нумай юрăсен, Вăрнар гимнĕн авторĕ. 1990 çулта ватă ашшĕ-амăшне пăхма Пайăка таврăнчĕ те кунтах тымар ячĕ. Шел, 2012 çулта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Ял çинчен çырнă май, асра юлнă пĕр саманта пĕлтерес килет. 1970 çул. Эпир çуллахи каникулта Пайăкра пурăнатпăр. Çав çул манăн ентеш Андриян Николаев иккĕмĕш хут космоса çĕкленнĕччĕ. Пĕррехинче тăван ялтан аннерен çыру илтĕм. Вăл мана пирĕн пата чаплă хăнасемпе çитесси çинчен пĕлтерчĕ. Камсем пулчĕç-ха çав чаплă хăнасем? Андриянăн амăшĕ Анна Алексеевна, космонавтăн шăллĕпе Петр Григорьевичпа шкул директорĕ Михаил Яковлевич Гаврилов хăйсен мăшăрĕсемпе тата манăн хаклă аттепе анне. Чыслăн кĕтсе илтĕмĕр хăнасене. Аттепе апай, хунеçепе хунямана çапла чĕннĕ, лайăх пăхрĕç вĕсене. Астăватăп, каялла Шуршăла кайнă чух Пайăк çумĕнчи пысăк кÿлĕ хĕрринчи сăрт çине ларчĕç те хăнасем пĕтĕм тавралăх илтмелле:

«Шуршăл ялĕ Çавал хĕрринче,

Çавал кÿрет унăн илемне.

Çавалтан та паттăр пирĕн Андриян –

Çавăн çинчен юрлатпăр паян!»

– тесе мăнаçлăн шăрантарчĕç. Мĕнпур Пайăк çынни урама тухса тăнăччĕ. Ара, Шуршăлсем-çке ялта. Акă куç умĕнчех, юнашарах космонавтăн амăшĕпе шăллĕ! Уйрăлнă чухне Анна Алексеевна пурне те тав турĕ, унтан мана: «Эсĕ питĕ хитре ялта пурăнатăн-иç», – тесе ăшшăн çупăрларĕ. Аттепе апая вара хăйĕн 70 çулхи юбилейне чĕнсе хăварчĕ. Йыхрава хапăл тусах йышăнчĕç вĕсем. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче çитрĕç-çитрĕçех çак сумлă уява, космонавтпа юнашар пĕр кĕрекере ларса ĕçсе-çисе савăнчĕç манăн аттепе апай. Ку ĕçсем пулса иртнĕренпе кĕçех 50 çул çитет. Нихăçан та манас çук çаксене.

Пайăк çыннисем пурте маттур та пултаруллă. Тамара Гавриловнăпа Константин Кузьмич Волковсене, вĕсен сумлă ывăлĕсене асăнса хăварас килет. Ольга Ефремова пирки уйрăм калаçу. Вăл – Чăрăшкас Хирлепри культура çурчĕн ертÿçи. Ольга Леонидовна тăрăшнипе кунта республикипе паллă пулса тăнă тĕрлĕ ушкăн ĕçлет. Вĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен радиопа час-часах калаççĕ. Кăларăмсене итленĕ чух çав тери савăнатăп.

Галина Алексеевна Леонтьева та ырă сăмаха тивĕç. Миçе çул ĕнтĕ Чăрăшкас Хирлеп шкулне ертсе пынă вăл. Çавăн пекех ял старости Радик Афанасьева та асăнмасăр май çук, тăрăшуллă çын. Пурте вĕсем Пайăкăн сăн-сăпачĕ, малалла утма çул хывакансем.

Чăн тупра вара – ял халăхĕ! Ĕлĕк чух колхозра мĕн тери ĕçлетчĕç вĕсем. Ял-йышпа пĕрле бригадăна хам та сахал мар тухнă. Халĕ çав хуçалăхсем çук ĕнтĕ, çапах та малтанхи пурнăç хăвачĕ Пайăк çыннисенче халĕ те курăнать. Паянхи пăтăрмахсене пăхмасăрах çав тери савăнса пурăнма пĕлеççĕ вĕсем.  

Пурнăçăн тĕрлĕ сăлтавĕсене пула эпĕ ĕнтĕ тахçанах Пайăкра мар, хамăн çуралнă Шуршăл ялĕнче пурăнатăп. Хамăн ачасемпе, тăватă мăнукпа хамăрăн йăх-тымар ялне килсех çÿретĕп. Ара, эпир пурте Петровсем-çке! Еплерех савăннă пулĕччĕç-ши çакăншăн аттепе апай, Георгий Николаевич. Питех те шел...

Юратнă Пайăка тăтăшах аса илетĕп. Тăвансемпе, çывăх çынсемпе, Люда инкепе çыхăну тытсах тăратăп.

Пурне те пуриншĕн те тав тăватăп. Ырă-сывă пурăнăр, пайăксем! Телейлĕ пулăр çакă çутă тĕнчере!

Салам сана, юратнă Пайăк,

Салам сире, тăван çынсем!

Ман чунăмра ялан пит лайăх

Пайăк çинчен аса илсен.

Кунта атте-апай çÿренĕ.

Кунта çуралнă мăшăр ман,

Ачам-пăчам кунтах çĕкленнĕ,

Кунта эп пурăннă тахçан.

Куç умĕнче ялан тăраççĕ

Илемлĕ, хаклă вырăнсем,

Таçтан шалтан шуса тухаççĕ

Телейлĕ пулнă самантсем.

Тавах сана, юратнă Пайăк,

Пулнишĕн манăн пурнăçра.

Çулсем васкавлăн иртнĕ майăн

Пушшех та эсĕ ман чунра...

А.ПЕТРОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ, Шуршăл.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика