Пĕр шухăшпа пĕрлешсе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2020, 11:44 Просмотров: 328

«Эпир – террора хирĕç» акци çĕршыв çыннисене кар тăрса Çĕр çинчи çак тискер пулăма хирĕç тăма чĕнчĕ.

Сентябрĕн 3-мĕшĕнчи Астăвăмпа хурлану кунĕнче иртрĕ вăл. Унта хамăр районта та мĕнпур поселени хутшăнчĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем халăхра ятарлă памяткăсем салатнă. Вĕсенче – терроризмăн инкекле хăрушлăхĕ çинчен ăнлантарни, çакнашкал чрезвычайлă лару-тăру тухсан кашнин хăйне мĕнле тытмаллине вĕрентни, йĕрке хуралĕпе пулăшу службисен телефон номерĕсем тата ытти те. Вырăнта акцие йĕркелекенсем ял çыннисемпе хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе куçа-куçăн та калаçнă, пурне те яланах тимлĕ пулма, асăрханулăха мала кăларма чĕнсе каланă.

Акци йĕркипе кăна мар, Терроризмпа пĕр шухăшлă пулса кĕрешмелли кун ытти мероприятисем те тавраллах анлă иртнĕ. Вăрман Кипек шкулĕнче, акă, «Синкер текех пулмалла мар» информаци сехечĕ хатĕрленĕ. Районти культура çурчĕн методисчĕ Т.Пугачева ачасене 2004 çулта Беслан шкулĕнче пулнă инкеке аса илтернĕ. М.Самарова аслă методист вара вĕренекенсем умне «Беслан – Çĕр çинчи ыратупа хуйхă» презентаципе тухнă. Ку информаци сехечĕ астăвăма хисепленипе пĕрлех ачасене терроризм хăрушлăхне ăнланса илме те май панă. Паттăрлăхпа хăюлăх тĕслĕхĕсемпе паллаштарнă, йывăр лару-тăрура çирĕплĕх тата пĕр-пĕрне пулăшни пĕлтерĕшлине уççăн кăтартнă.

Санарпуçĕнчи культура çуртĕнче вара пухăннисемпе «Терроризма айăплатпăр» темăпа калаçнă. Мĕн вăл терроризм? Мĕнле синкер кÿрет обществăна? Епле хÿтĕленмелле ку усал пулăмран? Çак тата ытти çивĕч ыйтусен хуравĕсене шыранă тĕлпулу вăхăтĕнче. Çавăн пекех вырăнти культура çурчĕн ертÿçипе А.Ивановпа С.Антонова библиотекарь «Пирĕн тĕнче – террорсăр» ятпа пĕрлехи урок ирттернĕ.

Çавалкасри библиотекăра та астăвăм кунĕнче культура ĕçченĕсемпе пĕрле «Çÿл тÿпене хăпарчĕç пирĕштисем...» информаци сехетне йĕркеленĕ, обществăри чи пысăк хăрушлăхсенчен пĕринпе – терроризмпа – кĕрешмелли мелсене сÿтсе явнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика