Медицина çынна сыватать, ветеринари – этемлĕхе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2020, 11:45 Просмотров: 335

Профессилле уявсем йĕркелени пĕлте-рĕшлĕ. Вĕсем вăл-ку отрасльте тăрăшакансен ят-сумне ÿстереççĕ. Иртнĕ эрнере районти культура çуртĕнче Ветеринари ĕçченĕн кунне тата Чăваш енри ветслужба 100 çул тултарнине паллă турĕç.

Уявра сумлă хăнасем пулчĕç: Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев, ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Лисицын, патшалăх ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертÿçи Александр Андреев, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тихонов.

Праçнике райадминистрацин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тихонов савăнăçлă лару-тăрура уçрĕ. Ветеринари ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ, професси кирлĕлĕхне палăртрĕ.

Ветеринарсем яваплă ĕçре тăрăшаççĕ. «Медицина çынна сыватать, ветеринари – этемлĕхе», – тесе ахальтен каламан. Константин Викторов ветслужбăн историйĕпе паллаштарчĕ. Ку професси – чи авалхисенчен пĕри. Пĕр ĕмĕр хушшинче пурлăхпа техника бази те улшăннă, выльăх-чирлĕх чирĕсемпе кĕрешес енĕпе те пуян опыт пухнă.

Паянхи кун ветеринари ĕçĕнче 600 ытла çын тăрăшать. Вĕсем вăй хунине пула республика чĕрчунсен туберкулезĕ, çĕпĕр язви тата ытти чирсем тĕлĕшпе ăнăçлă регион шутланать. Патшалăх ветеринари службин ертÿçи ĕç çыннисене çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунчĕ.

Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев та сăмах илчĕ. Халăха пахалăхлă продукципе тивĕçтерессипе ырми-канми тăрăшнăшăн ветеринарсене тав турĕ. Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертÿçи Александр Андреев ĕмĕрсем иртсен те выльăх-чĕрлĕхе сыватакан специалистсем малашне те питĕ кирлĕ пулнине палăртрĕ. Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çырнă сăвăри йĕркесене илсе кăтартрĕ:

– Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Ветеринар ĕçĕ çăмăл мар. Анчах та специалистсем йывăрлăхсене парăнмаççĕ, хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вĕсен професси ăсталăхĕ пысăк. Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Лисицын çапла çирĕплетрĕ: «Сывă выльăх-чĕрлĕхрен илнĕ продукцине пула наци те сывлăхлă».

Чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев сăмах илнĕ май хăйĕн ĕçтешĕсене Вăрнар тăрăхĕнче курма хавас пулнине пĕлтерчĕ. Вăл ветеринари учрежденийĕ умра лартнă задачăсене тухăçлă пурнăçланине палăртрĕ. Йăх-несĕлсен ĕçне малалла тăсакансем хисепре. Ăруран ăру пĕр çĕрте тимлеççĕ. Владимир Николаевич ырă тĕслĕх кăтартакан ĕç династийĕсене ятран асăнчĕ. Лабиновсен, сăмахран, ветеринари ĕçĕнчи пĕрлехи стажĕ – 1460 çул ытла.

Тăрăшуллисем ят-сумра. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе савăнăçлă лару-тăрура ветеринарипе санитари экспертизин лабораторийĕн заведующине Леонид Прокопьева, ветстанцин тĕп бухгалтерне Галина Ананьевăна, Хапăсри ветучасток заведующине Светлана Белковăна чысларĕç.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн патшалăх ветеринари службин Хисеп грамотине ветстанци тухтăрĕ Анжелика Васильева, Калининăри тата Кăмашри ветлечебницăсенчи специалистсем Альбина Семеновăпа Людмила Толмасова, ветеринарипе санитари экспертизин лабораторийĕн ертÿçи Марина Фирсова, Пăртасри, Кульцаври, Ярмушкари ветучастоксен заведующийĕсем Алина Языкова, Елена Борисова, Ольга Владимирова, Хапăсри, Çавалкасри ветеринари участокĕсен фельдшерĕсем Алина Краснова, Анатолий Толстов тивĕçрĕç. Пăртасри ветучастокăн фельдшерне Юлия Кораблевăна патшалăх ветеринари службин Тавĕпе чысларĕç.

Ят-сума тивĕçнисем татах пулчĕç. Чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхне Владимир Матвеева, водительне Валерий Фадеева, Çĕрпелти ветлечебницăн фельдшерне Татьяна Афанасьевăна район администрацийĕн грамотипе наградăларĕç.

Уява килнисене районти «Салам» вокалпа эстрада ушкăнĕ те саламларĕ. Ветеринарсем концерта тулли кăмăлпа пăхрĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика