Чăвашстат – 100 çулта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2020, 11:47 Просмотров: 373

Кăçал Чăваш енри статистика служби ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ. Вăл 1920 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче статистика бюровĕ евĕр йĕркеленнĕ.

Символла пулăм: Чăвашстат Чăваш автономи облаçне туса хунă çул йĕркеленнĕ.

Малтанхи çулсенче статистика органĕ йывăр ĕç условийĕсене – пĕлÿллĕ ĕçченсем, пÿлĕмсем, хут çитменнине – пăхмасăр пĕлтерĕшлĕ чылай ĕçе пурнăçланă: промышленноç, ял хуçалăх, суту-илÿ отраслĕсенчи статистика тытăмне йĕркелесе янă.

Паянхи кун та статистиксем умĕнче актуаллă задачăсем тăраççĕ. Статистика производствине цифрăласси – çывăх тăватă çулхи тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çакă мĕнпур влаç органĕсем валли пĕрлехи цифрăллă хутлăх туса хума, сведенисен тĕрĕслĕхне тата даннăйсене пĕлтерес оперативлăха ÿстерме май парĕ.

Статистика учетне çĕнетсе улăштарни, бизнесăн отчетлă тиевне чакарни пĕлтерĕшлĕ. Ведомствăсем хушшинчи хутшăнусен ыйтăвне татассипе те тимлемелле.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика